04 июня 2011 г.
Район администрацийĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисен, тĕп специалисчĕсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Унта районта йĕркеленĕ комисси ял хуçалăх предприятийĕсем ял хуçалăх çĕрĕсене тĕллевлĕ усă курнине, калчасем мĕнле шăтса тухнине, территорисене тирпей-илем кĕртнине тĕрĕсленин итогĕсене пăхса тухнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче çавăн пекех акнă лаптăксен структуринче нумай çул ỹсекен курăксем пуррине, нумай çул ỹсекен курăксене çĕнетсе пынине, кĕрхи культурăсем мĕнле çитĕннине, çурхи культурăсем мĕнле шăтса тухнине шута илнĕ. Çакăн çинчен район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов каласа панă, комисси ỹкерттернĕ сăн ỹкерчĕксене экран çинче кăтартнă. Район пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, çĕр улмине палăртнă лаптăк çинче акса-лартса хăварнă. Çурхи уй-хир ĕçĕсене чи малтан вĕçленĕ "Победа" ОООра, "Прогресс" акционерсен хупă обществинче, "Комбайн", "Сатурн" тата ытти ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем лайăх шăтса тухса аталанма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Халĕ вĕсене çум курăкран, хурт-кăпшанкăран хỹтĕлесе им çам сапмалли вăхăт çитнĕ. Çурхи культурăсене пăхса тăрас ĕçе "Прогресс" АХОра, "АСК-Яльчики" ОООра, "Клевер" ОООра, "Сатурн", "Свобода" ЯХПКсенче, Ф.Шадриков, В.Галкин хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пуçăннă ĕнтĕ. Кĕркунне хура пусă тата нумай çул ỹсекен курăксем вырăнне акнă кĕрхи культурăсем "Аранчеево" агрофирма" ОООра, "АСК-Яльчики" ОООра, "Яманчурино" ОООра, "Колос" ЯХПКра лайăх çитĕнеççĕ. Паянхи кун тĕлне хура пусă вырăнне 2600 гектар хăварнă. 3000 гектар çинчи нумай çул ỹсекен культурăсем ватăлнă. Çак лаптăксенче çĕре çу тăршшĕпе ĕçлесе хатĕрлесе çурла уйăхĕнче кĕрхи культурăсем акса хăвармалла. Тĕрĕслев вăхăтĕнче Лаш Таяпа, Тăрăм, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче тата ытти ял хуçалăх предприятийĕсенче ирĕк памасăр ăпăр-тапăр тăкнă вырăнсене тупса палăртнă, ертỹçĕсене вĕсене пĕтерме хушса хăварнă. П.Тремасов ялсене, обществăлла территорисене тасатас енĕпе нумай ĕçленине, пурнăçланă çур аки ĕçĕсем лайăх результатсем парасса шаннине пĕлтернĕ. Канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин асăрханă çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтермеллине, калчасене лайăх пăхса çитĕнтермеллине, ял хуçалăх предприятийĕсем тĕш тырă акса хăварнипе çеç лăпланса лармалла маррине, ытларах тупăш кỹрекен культурăсем - çĕр улми, пахча çимĕç акса-лартса çитĕнтермеллине, çавăн чухне çеç укçа-тенкĕ туса илме пулнине палăртнă.