04 июня 2011 г.
Ялта "Поддержка" ятлă страховани компани представителĕсем çỹреççĕ, уйрăм çынсене çурт-йĕре, пурлăха, автотранспорта тата ыттине страхлама сĕнеççĕ. Анчах асăннă компани пурлăхне арестлени çинчен сас-хура çỹрет. Вĕсен ĕçĕ саккунлă-и, компани панкрута тухман-и?
Аслă Таяпара пурăнакансем.
Аслă Таяпа çыннисем ыйтнине Елчĕк район прокуратури тĕрĕсленĕ. Вăл çакна палăртнă: "Поддержка" патшалăх страховани компанийĕ" ОАОн пурлăха страхламалли яланхи лицензи пур. Ăна РФ 1992 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче йышăннă "Раççей Федерацийĕнчи страховани ĕçне йĕркелесси çинчен" 4015-мĕш номерлĕ Саккунăн 6 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн 2009 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче панă. "Поддержка" патшалăх страховани компанийĕ" ОАОна страховани ĕçĕн субъекчĕсен патшалăх пĕрлехи реестрне кĕртсе регистрациленĕ (регистраци номерĕ 1383). Компанин устав капиталĕ 158800000 тенкĕ шутланать. Реестрта кăтартнă тăрăх страхованин 14 тĕрлĕ ĕçне пурнăçлама пултарать: инкек-синкекрен тата чир-чĕртен страхласси, медицина страхованийĕ, ял хуçалăх страхованийĕ, уйрăм çынсен пурлăхне страхласси тата ытти те. Раççей Федерацийĕн финанс рынокĕпе ĕçлекен служби страхлакан организацисен ĕçĕ-хĕлне тĕрĕслесе тăрать. Раççей Федерацийĕн "Раççей Федерацийĕн страховани ĕçне йĕркелесси çинчен" Саккунĕн 3-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн граждансем, юридика сăпачĕсем хăйсем ирĕкĕпе страховани тăвасси страховани килĕшĕвĕн тата страхламалли прависен никĕсĕ çинче пурнăçланса пырать. Çапла вара хăйсен ирĕкĕпе страховани тăвасси кашни гражданинăн тивĕçĕ мар, ирĕкĕ шутланать. Район прокуратури тĕрĕсленĕ хыççăн "Поддержка" патшалăх страховани компанийĕ" ОАО Раççей Федерацийĕн "Раççей Федерацийĕнчи страховани ĕçне йĕркелесси çинчен" Саккуна пăснине тупса палăртман, çавна май паянхи кун тĕлне прокуратурăн çỹлерех асăннă страховани компанин ĕçĕ-хĕлне хирĕçлеме сăлтав çук.
Редакцирен: Çак кунсенче Елчĕк район прокурорĕнчен В.Николаевран "Елчĕк ен" хаçат редакцине çыру килчĕ. Вăл хаçат страницисенче "Район прокуратури ăнлантарса парать" рубрика уçма сĕнет, вулакансен çĕр-шыв законодательствипе çыхăннă ыйтăвĕсене хаçатра ăнлантарса пама хатĕрри çинчен пĕлтерет. Ыйтусене хаçат редакцине пама пулать.