04 июня 2011 г.
![Чи савăнăçлă уяв Чи савăнăçлă уяв](../Home/594//foto/sadik.gif)
Ачасене хỹтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун районта чăн-чăн пысăк уяв иртрĕ. Ачалăх нихăçан асра тухман, чи асамлă вăхăт. Ыт ахальтен мар эпир, аслисем, ăна яланах аса илетпĕр, куç умне кăларса тăрататпăр. Райцентрти тĕп стадиона кашни ял тăрăхĕнченех вĕт-шакăр пуçтарăннă. Илемлĕ çи-пуç тăхăннă, шурă бант çыхнă шăпăрлансенчен куç илейместĕн. Пĕчĕккисен сăн-пичĕсенчен илемлĕ кулă каймасть. Уява пуçтарăннă ачасемпе ашшĕ-амăшне, воспитательсене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Л.Левый, социаллă хỹтлĕх управленийĕн ертỹçи И.Аникина, райадминистрацин культурăпа архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова саламланă. Уяв программине хаваслă конкурссем нумай кĕртнĕ: асфальт çинче ỹкересси, "çĕленсем" вĕçтересси, велосипедпа ярăнасси, çуран чупасси... Районти тĕп библиотека ỹкерчĕксенчен "Тĕнче пирĕн алăра" выставка йĕркеленĕ. "Ачалăх тĕнчине курса çỹрени" виртуаллă экскурси пурне те килĕшнĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх районти çамрăк юрăçсен "Звездная фиеста" фестиваль иртнĕ. Унта садике çỹрекенсенчен пуçласа шкул пĕтерекенсем таран хутшăннă.
Лаш Таяпа тăрăхĕнче ачасемпе çамрăксен спорт фестивалĕ иртнĕ. Ăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Ермакова уçнă. Районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Марина Васильева та ачасен уявне пысăк кăмăлпа хутшăннă, спорт тусĕсене кучченеçсемпе савăнтарнă. Уява Çирĕклĕ Шăхалĕнчи библиотекăна ачасем йышлăн пуçтарăнчĕç. Чи малтанах вулавăшра кĕнекесемпе паллашрĕç. Унтан культура çурчĕ, библиотека умне чечексем лартрĕç. "Çут тĕнче малашлăхĕ - ачасенче" ятпа ỹкерчĕксем ỹкерчĕç, тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç.
Кашни çын пурнăçĕнчех - ача-и вăл е çитĕннĕ çын - асра юлмалли самантсем пайтах. Ку вăл ача çурални те, кăштах ỹссен ача садне кайни те, унтан воспитани илсе тухса малалла пĕлỹ илме шкула кайни.... Тĕмерти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул çумĕнчи шкул çулне çитменнисен "Юмах" ушкăн воспитанникĕсем те (сăн ỹкерчĕкре) хăйсен садикри юлашки уявне пуçтарăнчĕç. Унта ачасем ашшĕ-амăшне, воспитательсене тав туса сăвăсем вуларĕç, юрăсем юрларĕç, ташăсем ташларĕç. Садикре ĕçлекенсемпе ашшĕ-амăшĕ те парăмра юлас темерĕç: ывăл-хĕрĕсене ача садĕнчен лайăх воспитани илсе тухнă ятпа саламласа юрăсем юрларĕç, "Петя шкула каять" инсценировка кăтартса пачĕç. Кĕçĕн юлташĕсем те кăçал шкула каякансене ырă сăмах каласа ăсатрĕç.