Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Извеç, вĕтĕ, шултра чул, вĕсемпе эс усă кур

04 июня 2011 г.

Извеç, вĕтĕ, шултра чул, вĕсемпе эс усă кур

"Чăвашавтодор" сахал яваплă обществăн Канашри филиалĕн Яманчỹрелĕнчи карьерне çирĕм çул ертсе пырать Василий Акимов. Юлашки çулсенче ял çыннисем те чул нумай турттараççĕ. Тирпейлĕ пурăнма тăрăшакансем картишне кăна мар, хăйсен урамĕсене те шурă чул сараççĕ. Ытти строительство ĕçĕнче те вĕсемпе анлă усă кураççĕ. Тỹрех палăртмалла, В.Акимов ертсе пыракан карьерти продукци ыттисенчен йỹнĕ. Çавăнпах чула çул сарма организацисем те, уйрăм çынсем те нумай туянаççĕ. Василий Иванович ăста та пултаруллă ертỹçĕ, шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа, яваплăхпа пурнăçлакан çын. Хăйне мăнна хумасть, рабочисенчен çирĕп ыйтать, карьерти çĕнĕлĕхсемшĕн, ĕç тухăçлăхĕшĕн çанă тавăрса вăй хурать. Кахаллисемпе ĕçкелеме кăмăллакансем нумай тытăнса тăмаççĕ кунта. Дисциплина çирĕп. Коллектив туслă та тăрăшуллă. Хальхи вăхăтра карьерта ир пуçласа мĕн каçчен хĕрỹ ĕç шавĕ лăпланмасть. Чул кăларма пуçличчен мĕн пур техникăна тĕплĕн юсаса çĕнетнĕ. К-702 погрузчика Анатолий Немцев машинист пĕр кăлтăксăр, тухăçлă ĕçлеттерет. Автомашинăсем карьертан ту масси турттараççĕ. Дробилка виçĕ тĕрлĕ продукци уйăрать: извеç çăнăхĕ, вĕтĕ тата шултра чулсем. Извеç çăнăхĕпе çĕр пулăхне ỹстерме усă кураççĕ пулсан, икĕ тĕрлĕ чул çул сарма каять. Вĕсене республикăри, Тутарстанри предприятисем, организацисем туянаççĕ. Паха продукци пурин валли те çитет. 1985 çулта уçнă карьерăн 2021 çулччен продукци кăларма сертификат пур. Иртнĕ çул Хусантан килнĕ ятарлă комисси карьер ĕç сыхлавĕн нормисемпе килĕшỹллĕн ĕçлесе пынине палăртнă. Тасалăхпа тирейлĕхшĕн Яманчỹрелсем самай пысăк премие те тивĕçнĕ. Коллектив пысăк мар. Кашнийĕ хăйне шаннă ĕçре тỹрĕ кăмăлпа тăрăшать. Карьер пуçлăхĕ пурне те ятран асăнать. О.Арефьев трактористăн кунти ĕç стажĕ пилĕк çул кăна-ха, çапах та кĕске вăхăтрах хастарлăхĕпе хисепе çĕнсе илнĕ. В.Тунгулов вара карьер уçăлнăранпах техника çинче. Маттур чăваш. В.Ермаков, Ю.Марков водительсем, П.Усановпа Л.Ермолаев машинистсем, В.Александров электрик те ырă ята тивĕçлĕ. Ĕçĕ çăмăл мар кунта. Кунĕпе шурă чул тусанĕ вĕçнинчен те хăтăлаймăн. Çапах та ỹпкелешмеççĕ ĕçченсем, хăйсен тивĕçне çỹлти шайра пурнăçлаççĕ. Тар тăкнине кура шалăвĕ пĕчĕк мар вĕт. М.Акимова техник, Е.Карсакова техник-лаборант икĕ алла пĕр ĕç тесе тăмаççĕ, пур çĕре те ĕлкĕреççĕ. Диспетчер та, ĕç вырăнне тирпейлекен те, коллектива вĕри апата вăхăтлă çитерекенсем те вĕсемех. В.Павловпа П.Афандеев хуралçăсем хăйсен яваплăхне лайăх ăнланаççĕ. Тухăçлă ĕçлеме условисем çителĕклĕ. Шалăва вăхăтлă тата сахал мар тỹлеççĕ. Акимовсем çемйипех кунта тăрăшаççĕ. Ваня ывăлĕ заводра мастер пулса ĕçлет. Кунтах тăваттăмĕш çул минераллă порошок кăлараççĕ. Чăваш Енре ун пекки иккĕ кăна. Çак хутăша асфальт тунă çĕре яраççĕ. Завод тăван тавралăха ан варалатăр тесе кăçал унта çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарнă. Çапла вара çак тăрăхра пурăнакансен завод тусанĕ пирки пăшăрханмалли çук. Экологи тасалăхĕшĕн сахал мар тăрăшнă кунта. Карьер çĕнĕ сезона уçни уйăх та çитмен-ха. Умри плансем пысăк. Вĕсене пурнăçлас тесе кашнийĕ чун-чĕререн тăрăшса вăй хурать. Кирек мĕнле чул та, извеç те нумай В.Акимов ертсе пыракан карьерта. Пурне те хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Карьерăн хăйĕн груз турттармалли автомашинăсем çук, çавна май ытти предприятисемпе килĕшỹ тăвать.

Сăн ỹкерчĕксенче: Л.Ермолаев, В.Акимов, В.Александров; А.Немцев; О.Арефьев; завод ĕçченĕсем.

Автор сăн ỹкерчĕкĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика