04 июня 2011 г.
РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕнче республикăри хуласемпе районсенчи управлени начальникĕсен çумĕсен - массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăну тытассишĕн яваплă работниксен семинар-канашлăвĕ пулса иртнĕ. Унта Пенси фончĕн ĕçĕ-хĕлне çутатассипе, халăха пенси ыйтăвĕсене, çĕнĕлĕхсене ăнлантарса парассипе 2010 çулта тата кăçалхи пĕрремĕш кварталта мĕнле ĕçленине сỹтсе явнă. Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн начальникĕ З.Яковлева районпа паллаштарнă, управлени информаципе ăнлантару ĕçне мĕнле йĕркелесе пыни çинчен каласа панă. Пенси фончĕн районти управленийĕ информаципе ăнлантару ĕçне район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе, банк учрежденийĕсемпе, общество организацийĕсемпе, страхланакансемпе, районти "Елчĕк ен" хаçатпа тачă çыхăнса пурнăçласа пырать. 2010 çулта массăллă информаци хатĕрĕсенче 79 материал, кăçалхи пĕрремĕш кварталта 18 материал пичетленĕ. Район администрацийĕн сайтне 266, пĕрремĕш кварталта 61 хыпар вырнаçтарнă. 2004 çултанпа Пенси фончĕн Елчĕкри управленийĕ районта пенси ыйтăвĕсемпе ĕçлекен 36 консультаци пункчĕ уçнă. Пĕлтĕр вĕсенче 218 информаципе ăнлантару мероприятийĕ йĕркеленĕ. Вĕсене 3543 çын хутшăннă. Çаксем граждансемпе, страхланакансемпе тытакан çыхăнăва çирĕплетме, пенси ыйтăвĕсемпе управление килекен граждансен йышне чакарма май панă. Канашлура пенси ыйтăвĕсемпе çыхăннă саккунсемпе положенисене, çĕнĕлĕхсене "Елчĕк ен" хаçатра çутатни пирки унăн тĕп редакторĕ Н.Алексеев, тĕп библиотекăри консультаци пункчĕн представителĕсем О.Архипова, Н.Романова информаципе ăнлантару ĕçĕсене мĕнле пурнăçласа пыни çинчен каласа панă. Пенси фончĕн районсенчи управленийĕсен начальникĕсен çумĕсем хăйсем патĕнче Уçă алăксен кунĕсем, патшалăх влаçĕн органĕсемпе пĕрле мероприятисем ирттернин, информаципе ăнлантару ĕçĕсем йĕркеленин опычĕсемпе паллаштарнă. Канашлăва хутшăннисем район центрĕнчи историпе тăван тавралăх халăх музейне, тĕп библиотекăри консультаци пунктне çитсе курнă.
Сăн ỹкерчĕксенче: семинар-канашлура.