01 июня 2011 г.
"Сăран мечĕк" клуб парнисене çĕнсе илессишĕн республикăри ăмăртусем кăçал та, иртнĕ çулсенчи пекех, Елчĕк районĕнчи çамрăк футболистсемшĕн ăнăçлă пыраççĕ. Тунти кун Елчĕкри тĕп стадионта 1998 - 1999 çулсенче çуралнă (вăтам ушкăнра) çамрăк футболистсен республикăри çурма финалти вăййисем иртнĕ. Унта Çĕнĕ Шупашкар хулин, Патăрьел, Красноармейски, Елчĕк районĕсенчи командăсем пĕр-пĕринпе финала тухассишĕн вылянă. Пĕрремĕш вăйăра пирĕн футболистсем Патăрьелсене 3:2 шутпа çĕнтернĕ, Çĕнĕ Шупашкарсене 1:0 шутпа парăнтарнă. Красноармейски районĕн командине 1:3 шутпа выляса янă, çапла майпа виçĕ вăйăра 6 очко пуçтарнă. Çĕнĕ Шупашкар команди те япăх мар вылянă. Вăл Красноармейски, Патăрьел районĕсенчи çамрăк футболистсенчен выляса илнĕ, пирĕн командăна 0:1 шутпа выляса янă, пирĕн пекех 6 очко пуçтарнă. "Сăран мечĕк" клуб парнисене çĕнсе илессишĕн республикăри финалне Елчĕк, Çĕнĕ Шупашкар командисем хутшăнаççĕ. Тепĕр çурма финал та çак кунсенче иртнĕ. Унта Йĕпреç тата Шупашкар командисем мала тухнă. Çапла вара республикăри финалта Елчĕк, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Йĕпреç командисем выляççĕ. 2000 - 2001 çулсенче çуралнă çамрăк футболистсен çурма финалĕн вăййисем Элĕк салинче иртнĕ. Елчĕк район команди кĕçĕн ушкăнра та ăнăçлă вылянă, республикăри финалти вăйăсене хутшăнма тивĕç пулнă. Икĕ ушкăнра та район чысне Елчĕк, Патреккел, Аслă Елчĕк шкулĕсенче вĕренекенсем хỹтĕленĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: вăйă саманчĕ.