Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экскурсие каяр-и?

01 июня 2011 г.

 Çулсеренех вĕренỹ çулĕ вĕçĕнче шкул ачисемпе хамăр тăрăхри историллĕ паллă вырăнсене çитсе курма экскурсисем йĕркелесси çирĕп йăлана кĕчĕ. Экскурсантсем валли тĕрлĕрен викторинăсемпе конкурссем, вăйăсем ирттерни, çĕнтерỹçĕсене призсем парса хавхалантарни чылай ача асĕнче юлать. Асăнмалăх сăн ỹкерĕнни мĕне тăрать тата? Анчах юлашки çулсенче экскурсие кайма кăмăл тăвакансен йышĕ чакса пыни сисĕнет. Ачасен интересĕсем урăхларах тейĕпĕр. Вĕрентекенсен пуçарулăхĕ çухалнине те палăртать мар-и çакă? Экскурсие каяс мар тĕллевлисемшĕн сăлтавĕ те пайтах, ачасене илсе çỹреме транспорт çук е тата мĕн те пулин. Паянхи кун, ятарлă транспорт пур шкулсем районта вуннă çеç мар, анчах темшĕн хамăр çуралса ỹснĕ таврари историллĕ палăксем патне çитсе вĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлес текенсем сахаллăн. Энтепе шкулĕн хăйĕн ятарлă транспорт çук, çапах та кунти ачасене кашни çулах эксксурсие явăçтарма пултараççĕ. Ачасемшĕн тимлĕхе ỹстерсе пыни мар-и çакă? Уйрăмах Людмила Валентиновна Маркова вĕрентекене ырлас килет. Транспорт тупса 22 ачана (1-4 классенче вĕренекенсем) экскурсие илсе килсе, вĕренекенсемшĕн нихăçан манăçмалли мар уяв туса пама пултарчĕ вăл.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика