Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçăра пулнине ĕнентерейместпĕр

01 июня 2011 г.

Вăрçăра пулнине ĕнентерейместпĕр Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 66 çул хыçа юлчĕ. Хаяр вăрçа пирĕн анне - Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралса ỹснĕ, Тип Тимеш ялĕнчи А.Архипова качча тухнă Мария Трофимовна Архипова (хĕр чухнехи хушамачĕ Егорова) хутшăннă. Вăл пиртен уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Эпир, унăн 7 ачи, вăрçа хутшăннине ĕнентерекен документсем упранса юлманран, анне вăрçа хутшăннине çирĕплетейместпĕр. Çак сăн ỹкерчĕке пирĕн анне (сулахайра пĕрремĕш) вăрçăра икĕ юлташĕпе пĕрле (вĕсенчен пĕри пирĕн район хĕрĕ пулнă) ỹкерттернине каланăччĕ. Аннен ентешĕ мĕн ятлă тата мĕнле хушаматлă, хăш ялтан пулнине пĕлесшĕн эпир. Тен, пурăнать пулсан, унăн е тăванĕсен урлă хамăра кирлĕ информаци тупаймăпăр-ши тесе шанатпăр. Анне пĕрремĕш Прибалтика фронтĕнче, 28-мĕш артиллери полкĕнче çапăçнине хыпарланăччĕ. Сăн ỹкерчĕкре хăйне е тăванне палласа илекене пире пулăшма, Çĕнĕ Пăва ялĕнчи Феня Андреевна Скирдова патне çыру çырса яма ыйтатпăр. Шăнкăравлас тесен телефон номерĕ редакцире пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика