Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анлă паллă тунă

01 июня 2011 г.

Анлă паллă тунă

Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунне районти библиотекарьсем асра юлмалла паллă тунă. Уява библиотекарьсем, библиотека ĕçĕн ветеранĕсем, вулакансем йышлăн хутшăннă. Чи малтанах библиотекарьсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Л.Левый саламланă, тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекенсене грамотăсем парса чысланă. Чăваш Республикинчи Наци библиотекинчи уйрăм заведующийĕ Т.Баймушкина ĕмĕрне библиотекăра ĕçлесе ирттернĕ ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне М.Михеевăна уйрăммăн саламланă. РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн начальникĕ З.Яковлева та кĕнеке тусĕсен уявĕнчен аякка пăрăнман. Елчĕкри И.Иноходов вулакан районти кашни библиотекăна хăй редакцилесе кăларнă А.Разумов-Ралек кĕнекине парнеленĕ.Тỹскел каччи 1942 çулта фронтра пуçне хунă. Районти тĕп библиотека директорĕ Л.Зайцева республикăри, районти конкурссен çĕнтерỹçисене Хисеп грамотисемпе парнесем парса чыс тунă.Уяв кунĕнче кашни библиотекăрах уçă алăксен кунĕ иртнĕ, тĕрлĕрен çĕнĕ выставкăсем уçăлнă, вулакансемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ. ХХХ Çак кунах тĕп библиотекăра Чăваш Енри паллă писательсем - Сергей Павловпа Арсений Тарасов пулнă. Вĕсем библиотекарьсене професси уявĕпе саламланă, малашнехи ĕçре ăнăçусем суннă, библиотекарьсем чăннипех те вĕсен произведенийĕсене халăх патне çитерессишĕн нумай тăрăшнине, хăйсен ĕçĕнче патриотсем пулнине палăртнă.

Сăн ỹкерчĕкре: тĕл пулура.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика