Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăхлă пепке - савăнăç

01 июня 2011 г.

 "Чăваш Ен вăйĕ унăн çыннисенче, наци сывлăхĕ вара эпир ачасем çине мĕнле пăхнинчен килет", - тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев 2011 çул валли Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура. Тин çуралнă пепкене алла илсен унăн сывлăхĕшĕн тăрăшма пуçлатпăр та мĕн шкултан тухса кайиччен вĕсене пăхса-тĕрĕслесе тăратпăр. Анчах мĕн пытармалли: сывлăх енчен хавшак çуралнă ачасем йышлансах пыраççĕ. Чир-чĕрĕн сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Çавăнпа та патшалăх ачасем çине тата пысăк тимлĕх уйăрма пуçларĕ. Шкул ачисене диспансеризаци витĕр кăларас енĕпе республикăра ятарлă программа хатĕрленĕ. Вăл 2012 çулччен пырать. Пĕлтĕрхи ака уйăхĕнчен 4, 9, 10 çулсенчи ачасене диспансеризаци витĕр кăларма пуçларăмăр. 2010 çулта 603 ача тĕплĕ тĕрĕслев витĕр тухнă. Çĕр-шыв пуласлăхĕсемшĕн тăрăшса районти ача-пăча консультацине алă вăйне, ỹпкери сывлăш калăпăшне, ура лаппине виçекен аппаратсем туяннă. Кăçал 4 тата 9 çулсенчи 409 ачана диспансеризаци витĕр кăлармалла. Хальлĕхе 123 ачан сывлăхне тĕрĕсленĕ. Енчен те чир-чĕр тупăнсан ачасене республикăри санаторисене, реабилитаци центрĕсене сывлăхĕсене çирĕплетме яратпăр. Кăçал кăна 24 ача сывату çурчĕсенче пулчĕ. Районти 14 çулхи ачасем республикăри "Сывлăх" центрĕнче хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерчĕç. Пирĕн ачасен сывлăхĕпе ăнăçлăхĕшĕн чи малтанах ашшĕ-амăшĕ яваплă, вĕсен ачана тĕрлĕ енлĕ аталанма майсем туса памалла. Эпир, шурă халатлă ĕçченсем, ача организмĕ ỹссе, тĕрекленсе пынине тимлĕн асăрхаса тăратпăр-ха, çапах ашшĕ-амăшĕн те ывăл-хĕрĕн сывлăхĕпе пĕрремĕш класран пуçласа шкултан вĕренсе тухичченех кăсăкланмалла. Пулас ăру сывлăхлă пулни пирĕн чи пысăк савăнăç, телей.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика