Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Алмаккай" Шупашкара ахаль кайман

25 мая 2011 г.

Шупашкарта Чăваш Республикинчи вĕренỹ учрежденийĕсенчи фольклор коллективĕсен пĕрремĕш фольклор фестивалĕ иртнĕ. Ăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культурин факультечĕ йĕркеленĕ. Фестивале республикăри районсенчи ачасен фольклор коллективĕсем хутшăннă. Патреккелти Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Борисов ертсе пыракан "Алмаккай" фольклор коллективĕ фестивальте иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çамрăк артистсем Патреккел ялĕнче пурăнакансен культурине, йăли-йĕркине кăтартса паракан юрăсем юрланă, анатри чăвашсен юррисемпе, ташшисемпе, вăййисемпе паллаштарнă. Куракансем вĕсен пултарулăхне ăшшăн йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика