Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тухăçпа савăнтар, купăста!

25 мая 2011 г.

 "Нива" агрофирма" ОООри пахча çимĕç ăстисем ир пулакан купăста сорчĕсене уçă вырăна куçарса лартаççĕ. - Купăстана виççĕмĕш çул ятарлă сажалкăпа лартатпăр, - тет агрофирма ертỹçи Н.Гладков. - Сажалка хыççăн тип-тикĕс ретпе купăста калчисем ларса юлаççĕ. Агрегат хыççăн пыракан хĕрарăмсем калчасем мĕнле ларнине тĕрĕслеççĕ, кирлĕ пулсан тỹрлетсе лартаççĕ. Пахча çимĕç ăстисем хăвăрт, пĕр чăрмавсăр ĕçлеççĕ. Нỹрĕк çĕр çине вăхăтра лартса хăварнă купăста часах вăй илет. Нỹрĕк сахал чухне пахча çимĕçе шăварса тăраççĕ. Лаптăка шăвармалли комплекс вырнаçтараççĕ. Н.Гладков каланă тăрăх, кăçал купăста лаптăкĕ 10 гектар йышăнмалла. 5 гектарне лартнă ĕнтĕ, ытти лаптăка каярах пулакан купăста йышăнать. Уйри ĕçсем иртен пуçласа каçченех пыраççĕ. Рабочисене кăнтăрлахи тата каçхи апата столовăйĕнче çитереççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика