Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ стандартсем ĕçе кĕреççĕ

25 мая 2011 г.

Çĕнĕ стандартсем ĕçе кĕреççĕ

 Иртнĕ эрне кун республикăри муниципаллă органсенчи вĕренỹ управленийĕсен ертỹçисем пирĕн района пуçтарăнчĕç. Вĕсен канашлăвне Елчĕкре ирттерни ыт ахальтен мар. Юлашки çулсенче районти шкулсене, шкулчченхи вĕренỹ тытăмне аталантарас тĕлĕшпе сахал мар ĕç тăваççĕ. Çавна май Чăваш Ен вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, унăн çумĕсем, РФ вĕренỹпе наука работникĕсен Чăваш Республикинчи профсоюз рескомĕн председателĕ З.Степанова тата ытти хăнасем Елчĕкри "Чебурашка" ача садĕнче, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти кĕçĕн классен корпусĕнче ("Паха пĕлỹре"), Елчĕкри искусство шкулĕнче, Таяпа Энтринчи, Патреккелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенче, "Улăп" спорт комплексĕнче пулчĕç, унти ĕç-хĕлпе паллашнă май вĕрентекенсемпе, ачасемпе калаçрĕç. Вĕренỹ министрĕ вĕренекенсемпе уççăн сăмахларĕ, вĕсене тĕрлĕ ыйтусемпе шĕкĕлчерĕ, пĕчĕккисем сăвă каланине итлерĕ, ташă ăстисен ĕçне хаклама та вăхăт çитерчĕ. Республика шайĕнчи мероприяти Елчĕк шкулĕн конференц-залĕнче малалла тăсăлчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин хăнасене район историйĕпе, пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Çавра сĕтел хушшинче йĕркеленĕ калаçăва Чăваш Ен вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов малалла тăсрĕ. Вăл "Чăваш Республикинче 2011-2012 çулсенчи вĕренỹ системинчи ĕç-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕсем çинчен" доклад туса пачĕ. Владимир Николаевич чи малтанах шкулчченхи вĕренỹ тытăмне аталантарас пирки чарăнса тăчĕ. Ача сачĕсем пулнă çуртсене каялла тавăрас ĕç республикăра ăнăçлă малалла пырать. Ку ырă та пархатарлă ĕç Елчĕкре те палăрчĕ. Иртнĕ çул район центрĕнчи "Чебурашка" ача садне çỹренĕ ачасем лайăх юсаса çĕнетнĕ хăтлă çурта кĕчĕç. Район, спонсорсем, ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе ăна кĕске срокра, пысăк пахалăхпа, йỹнĕ хакпах хута яма пултарчĕç. Малашлăх планĕсем те пĕчĕк мар район ертỹçисен: Мир урамĕнче çĕнĕ садик ỹссе лармалла. Министр кăçалхи авăнăн 1-мĕшĕнчен учительсен ĕç укçине 30 процент ỹстерме палăртнине, унтан ача сачĕсенче ĕçлекенсен тĕлĕшпе тивĕçлĕ йышăну тăвассине пĕлтерчĕ. Республикăра вĕренỹ ĕçĕнче çирĕпленсе çитнĕ паха йăла-йĕркесене упраса, çав вăхăтрах вĕсене инноваци мелĕсемпе пуянлатса пымаллине, пĕлỹ пахалăхне лайăхлатас, анлă тавра курăмлă специалистсем хатĕрлес тĕлĕшпе те татăклă утăмсем тумаллине палăртрĕ. Министр татăлусăр вĕренỹ тытăмне аталантарма шухăшланине пĕлтерчĕ: училище-техникум-аслă шкул программăпа вĕреннĕ çамрăкăн ултă çултах рабочи профессийĕ те, аслă вĕренỹ заведенийĕн дипломĕ те пулать. Професси училищисем çумĕнче инженер класĕсем йĕркелесе çамрăксене малашнехи çул-йĕре тĕрĕс палăртма пулăшасшăн. Министр калаçăвĕнче çакă паллă пулчĕ: учитель _ çул кăтартакан, хальхи пек каласан _ тьютор, вĕренекеншĕн тĕслĕх пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕренекен _ ашшĕ-амăшĕ _ учитель çыхăну çирĕп пулсан çеç вĕренỹ тытăмĕн аталанăвĕнче пысăк çитĕнỹсем пуласси куç кĕрет. Владимир Иванов патшалăхăн çĕнĕ вĕренỹ стандарчĕсен лайăх енĕсене палăртмасăр иртмерĕ. Хальлĕхе патшалăхăн çĕнĕ стандарчĕсене тăххăрмĕш класс таран çирĕплетнĕ. Кăçал пĕрремĕшсем çĕнĕ йĕрке çине куçаççĕ. Чăваш Ен вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Петрова шăпах патшалăхăн çĕнĕ вĕренỹ стандарчĕсене пуçламăш классенче ĕçе кĕртесси пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Пĕр сăмахпа каласан, вĕренỹ ăш-чикĕ ытлах улшăнмасть, уроксен шучĕ те пĕр шайрах юлать. Ачасен малтанхи пекех лайăх вулама, таса çырма, ют чĕлхепе калаçма, ăста шутлама, информатикăна лайăх пĕлмелле. Вĕрентекенĕн тивĕçĕсем тата пысăкрах. Учителĕн харăсах темиçе предмет никĕсĕсемпе урок йĕркелеме тивет. Тĕп тĕллев _ ачасен пĕлĕвне ỹстересси, унпа практикăра усă курма хăнăхтарасси. Пуçламăш класранах ачасене ансат тĕпчевсем, проектсем хатĕрлемешкĕн хăнăхтарма тытăнаççĕ. Çавăн пекех вĕрентỹпе воспитани процесне тăсасси тĕп вырăн йышăнать. Çĕнĕ йĕркепе кĕçĕн классенче физкультура занятийĕсене эрнере 3 сехет уйăрмалла. Икĕ сехетне тĕрлĕ физкультура нормативĕсене тултарассишĕн тăрăшма яраççĕ пулсан, пĕр сехетне пĕрремĕшсен тĕрлĕ спорт секцийĕсене е кружоксене çỹреме тивет. Вăл енчен район центрĕнче вĕренекенсене питĕ меллĕ: "Паха пĕлỹрен" Елчĕкри искусство шкулĕ те инçе мар, спорт комплексĕ те юнашарах. Пуçламăш классен корпусĕнчи темиçе çул тусан пуçтарса выртнă путвала йĕркене кĕртме пултарнă Елчĕксем. Кунта халĕ спорт занятийĕсем ирттерме пит меллĕ. Шкул директорĕ Л.Васильева ашшĕ-амăшĕ тăрăшнине пытармарĕ. Сăмах май каласан, Елчĕкри искусство шкулĕ те район укçи-тенкипе, спонсорсен пулăшăвĕпе кĕске вăхăтрах çĕкленсе ларнă. Таяпа Энтринчи шкулта шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне уçнă. Кунтах ялти вулавăш вырнаçнă. Çапла вара шкулти пỹлĕмсемпе туллин усă кураççĕ. Тепĕр виçĕ уйăхран çĕнĕ стандартпа вĕрентекен учителĕн автоматизациленĕ ĕç вырăнĕ пулмалла. Уйрăм компьютер, интернет, телевизор, ытти оргтехника, интерактивлă доска, электронлă учебниксем кирлĕ. Эпир пулнă шкулсенче маларах асăннă пурлăхсенчен ытларахăшĕ пур. Вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Н.Дмитриева пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсен санитарипе эпидемиологин çĕнĕ правилисемпе нормативĕсене тĕпе хурса çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленмеллине, шкул автобусĕсем кивелсе пынине, вĕсен водителĕсен тĕлĕшпе йышăннă çĕнĕ йĕркесене, кашни шкулăн çулталăк вĕçне энергетика паспорчĕ пулмаллине тата ытти ыйтусене тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. РФ вĕренỹпе наука работникĕсен Чăваш Республикинчи профсоюз рескомĕн председателĕ З.Степанова ачасене воспитани тата пĕлỹ парас ĕçре ĕмĕрне ирттернĕ педагогсене тивĕçлипе хакламаллине, чи пултаруллисене наградăсем парассине тĕпе хумаллине аса илтерчĕ. Ку енĕпе Елчĕксем ырă тĕслĕх кăтартнине палăртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ_ вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый патшалăхăн çĕнĕ вĕренỹ стандарчĕсене ĕçе кĕртесси районта мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсенчи мĕн пур пĕрремĕш классем çĕнĕ формăпа вĕренме пуçлаççĕ. Çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртес тĕлĕшпе координаци ушкăнĕ йĕркеленĕ, ятарлă программа çирĕплетнĕ, шкул директорĕсемпе тата вĕсен çумĕсемпе канашласа тĕллевсене палăртнă. Районти 22 шкулта пĕрремĕшсен 23 класĕ йĕркеленмелле. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче пĕрремĕш класа 204 ача килет. Пуçламăш классен 34 вĕрентекенĕ тата директорсен вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем патшалăхăн çĕнĕ вĕренỹ стандарчĕсене ĕçе кĕртес тĕлĕшпе ятарлă курссенче квалификацисене ỹстернĕ. Шупашкарти вĕренỹ институтĕнче икĕ педагог тьюторсен программине алла илнĕ. Вĕсем ĕçтешĕсене çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă. Тĕпрен илсен, Елчĕкри пуçламăш классенче вĕренекенсене çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме хатĕрленсе пыраççĕ. Çапах йывăрлăхсем те çук мар районта. Хăш-пĕр педагогсем аталанса пыракан программăпа ĕçлемен, пĕрремĕшсене çывăрмалли, вылямалли пỹлĕмсем, хореографи залĕсем уйăрас, сывлăх енчен хавшанă ачасене тивĕçлĕ условисем туса парас енĕпе те ĕçлемелли пайтах. Юлашкинчен канашлăва хутшăннисем Елчĕк тăрăхĕнче пултаруллă çынсем пурăннине, тирпей-илемшĕн нумай тăрăшнине палăртса хăварчĕç. .

Сăн ỹкерчĕксенче: тĕл пулу саманчĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика