21 мая 2011 г.
![Елчĕксем - турнир çĕнтерỹçисем Елчĕксем - турнир çĕнтерỹçисем](../Home/594//foto/futbol.gif)
Исемпелĕнче çуралса ỹснĕ, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă Геннадий Захаров воин-интернационалиста асăнса пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсен аслă класĕсенче вĕренекенсен футбол турнирĕ иртрĕ. Елчĕкри тĕп стадиона куçса çỹрекен кубокшăн Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш, Çĕнĕ Пăвари, Курнавăшри, Аслă Пăла Тимешри шкулсен командисем кĕрешрĕç. Елчĕк шкулĕн пĕрремĕш команди, республикăри шкул ачисен спартакиадин пĕлтĕрхи çĕнтерỹçи, турнирта ăнăçлă вылярĕ. Вăл, пур вăййа та выляса илсе, çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Елчĕк шкулĕн иккĕмĕш тата Курнавăш шкулĕн командисем пĕр пек очко пуçтарчĕç. Анчах пĕр-пĕрин хушшинчи тĕл пулура çĕнтернĕрен Курнавăшсем - иккĕмĕш, Елчĕксем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш вырăнсене Аслă Пăла Тимешсемпе Çĕнĕ Пăвасем пайларĕç. Турнирта чи лайăх вылякансене палăртрĕç. Елчĕк шкулĕн пĕрремĕш командинчи Андрей Федоров "Чи лайăх футболист", Сергей Васильев "Чи лайăх тапăнса вылякан", Алексей Патшин "Чи лайăх вратарь", Курнавăш шкулĕнчи Сергей Кузнецов "Чи лайăх хỹтĕленсе вылякан" ятсене тивĕçрĕç. Геннадий Захаров воин-интернационалиста асăнса ирттернĕ турнира кăçал та, ытти çулхи пекех, унăн шăллĕ - çапăçури самбо мелĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ, Еврази чемпионĕ, правилăсăр çапăçассипе тĕнче чемпионĕ Олег Ананьевич йĕркелерĕ. Мала тухнă командăна куçса çỹрекен кубок, спортсменсене медальсем, хаклă парнесем парса чыс турĕç.
Сăн ỹкерчĕкре: Елчĕкри вăтам шкулăн пĕрремĕш команди.