Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрату пулсан чăрмав çук

21 мая 2011 г.

Юрату пулсан чăрмав çук

Çак кунсенче Лаш Таяпа ялĕнче икĕ халăх çынни туслă та килĕштерсе, юратса пурăнакан çамрăксемпе тĕл пултăм. Хĕрĕн амăшĕ патне çĕр улми лартма килнĕ вĕсем. Суха пуçне тытса пăхрĕ Муртазол (ялтисем ăна Миша тесе те чĕнеççĕ), ытти ака ĕçĕсене те тиркемерĕ. Ĕç вĕçленнĕ хыççăн тăванĕсене тутлă пловпа хăналама та ỹркенмерĕ кĕрỹ. Лаш Таяпари шкулта тăхăр çул вĕреннĕ хыççăн Снежана Суркова Тутарстанри Пăва хулинчи училищĕне вĕренме кĕчĕ. Виçĕ çул компьютера алла илчĕ вăл. Унтан тĕрлĕ çĕрте ĕçлерĕ. Шăпа ăна Хусан хулине илсе çитерчĕ. Кунта теплицăна ĕçе вырнаçрĕ. Чипер сăн-питлĕ чăваш хĕрĕ хулара çĕнĕ тантăшсем тупрĕ. Ĕç хыççăн вĕсем тутарсен тĕп хулипе паллашрĕç, кинотеатрсенче пулчĕç. Пĕринче çапла хĕрсем кафене апатланма, калаçса ларма кĕчĕç. Малтанах сисрĕ-ха Снежана, юнашар сĕтел хушшинчи йĕкĕт ун çине пит сăнаса пăхать. Тỹрех курăнать: кунтисем мар вăл, сăн-пичĕ ăшă енчи халăх майлă. Унтан каччă хĕрсем патне пырсах паллашрĕ, вĕсене уçăлса çỹреме чĕнчĕ. Тантăшсем пасарта сутă тăвакан Муртазолпа чылайччен хула урамĕпе утрĕç. Хĕрсем ăçта ĕçленине те пытармарĕç, таджик хăйĕн çинчен каласа пачĕ. Ăшă енчи каччăна чăваш хĕрĕ тỹрех кăмăлне кайрĕ. Пикене те килĕшрĕ çĕнĕ тус. Çак тĕл пулу хыççăн Снежанăпа Муртазол текех уйрăлмарĕç. - Хăрамарăн-и, Снежана, пĕр палламан тата мусульман тĕнне ĕненекен арçынпа пĕрле пурăнма пуçлама? Тен, унăн хăйсем патĕнче мăшăрĕ те пур? - Паллах, шухăшланă. Унăн Хусанта пурăнакан юлташĕсен килĕсенче арăмĕсемпе ачисем те пур, кунта та пĕччен мар вĕсем. Çавăнпа та пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕ хыççăн çеç çак утăма турăм, - чунне уçать хĕрарăм. Улттăмĕш çул пĕрле пурăнаççĕ вĕсем. Муртазол савнă çынни чăваш хĕрĕ пулнине пĕлтерсен каччăн амăшĕ пулас кинне хăйсем патне илсе килме ыйтнă. Ăшшăн йышăннă ăна. Тỹрех шеплĕ туй кĕрлеттернĕ. - Интереслĕ ирттереççĕ унта туйсене. Малтанах апат-çимĕçпе хĕрарăмсем хăналанчĕç. Вĕсем тухса кайнă хыççăн - арçынсем. Пирĕн пекех тăван-хурăнташĕсем парнесем пачĕç, çĕнĕ çемьене телей те сывлăх, нумай ача сунчĕç. Çакă интереслĕ: туйра пĕр грамм та эрех ĕçмеççĕ, - тет Снежана унти пурнăç пирки. Ялта çуралса ỹснĕ М.Саидхаджав. Шкул пĕтернĕ хыççăн салтака кайнă. Вăрçă вăхăтне аса илес килмест унăн. Ял çыннин пурнăçĕ питĕ йывăр. Кашни çемьере ача-пăча нумай. Хĕрарăмсем мамăк уйĕнче ĕçленипе кăна çăкăр çиме çук. Çавăнпа Муртазол шăллĕ-йăмăкĕсене ура çине тăратас тесе Раççей çĕр-шывне ĕçлеме тухса каять. Хусана çитет. Кунта ентешĕсем йышлă унăн. Часах ĕç вырăнĕ тупса параççĕ ăна. Ĕçлеме ỹркенмест вăл. Малтанах стройкăра пилĕк авнă. Унтан пасарта япаласемпе суту-илỹ тунă, халĕ çемье бизнесне уçнă. Колхоз пасарĕнче тĕрлĕ пахча çимĕç сутаççĕ, хăйсемех ял çыннисенчен пуçтараççĕ ăна. Хальлĕхе вĕсем уйрăм çурта тара илсе пурăнаççĕ. - Пирĕн, таджик ывă-лĕсен, тĕп тивĕç - аннене пулăшасси. Анне пирĕн Турă вырăнĕнче. Ăна хирĕç пĕр сăмах чĕнсе курман эпир. Вăл пурнăç парнеленĕ-çке. Кашни уйăхрах сахал мар укçа-тенкĕ ярса паратпăр. Унăн пенсийĕ питĕ пĕчĕк, - тет Муртазол. Кашни çулах пĕрре те пулин Таджикистанра пулаççĕ вĕсем. Чăваш кинне юратать хунямăшĕ. Чăваш йăли-йĕркипе паллаштарать Снежана вĕсене, шăрттанпа сăйлать. Таджикла пит лайăхах калаçаймасть-ха Лаш Таяпа хĕрĕ, çапах веçех ăнланать. Муртазол та çавăн пекех. Чăвашсем хушшинче пурăнманран чĕлхене вĕренме йывăр ăна. Ялти ентешĕ вара, Н.Худойкуллин, чăвашла сутса ярать. Çамрăксем чĕлхесене вĕренесшĕн. - Тĕрĕк халăхĕсем эпир. Пирĕн туслă пурăнмалла. Эпир чăваш халăхĕ çинчен илтнĕ. Эсĕ пĕрремĕш чăваш кинĕ мар. Санран маларах качча килнисем те пур тесе калать мана Муртазолăн амăшĕ, - тет Снежана. Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ арçын апат пĕçерме юратать. - Эпĕ тирĕк-кашăк çăваканни кăна, - тет Снежана кăмăллăн. Пурнăç юлташĕ ăна хытă юратнине пытармасть. Çамрăк хĕрарăм хăй те ун çинчен куç илмест. Снежана мусульман тĕнне те йышăннă. - Мана Турă панă ăна. Самантлăха та уйрăм çỹреместпĕр эпир. Ялан пĕрле. Чĕрере çирĕп юрату пулсан чăрмав çук, - ăшшăн калаçать Муртазол. Çемьене чăн телей кỹрекенни вара - пепке. Çывăх вăхăтра ăшă йăвара "юрату çимĕçĕ" янăрасан вĕсенчен телейли те пулмасть пулĕ çĕр çинче. Çапла пултăр. 

 Сăн ỹкерчĕкре: чĕвĕл-чĕвĕл пурăнакан мăшăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика