Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьене "симĕс çĕлен" кĕрсен

21 мая 2011 г.

 Эрех сиенĕ пирки мĕн чухлĕ калаçаççĕ, çыраççĕ, пур пĕрех усал хăнăхăва пăрахаймастпăр. Арçынсем кăна мар, хĕрарăмсемпе çамрăксем те ĕçеççĕ. Пурнăç йывăртан мар, паллах, унран иртĕнсе. Пурнăçри тĕллевне, ĕç вырăнĕ тупайманнисем йышлă эрех серепине лекнисен йышĕнче. Акă, лавккара черетре тăратăп. Ман умра çỹллĕ те хыткан, хуралса илемсĕрленнĕ арçын. Лайăх паллакан çын. Сывлăх сунса сăмах пуçарма тăтăм, çук, чĕлхи уçăлмасть унăн. Çынпа хутшăнас кăмăл çукки паллă. Акă черет çитрĕ те: - Лешне, - терĕ çеç вăл кĕскен. Чипер сутуçă ăна лайăх ăнланчĕ, часах арçынна 3 виçĕ пĕчĕк кĕленче тыттарчĕ. Вуласа ĕлкĕртĕм: тоник с экстрактом красного перца... Хăвăрт çухалчĕ арçын. Лавккаран инçех мар пăралукка. Çын ытлашши çỹрекен вырăн мар вăл. Акă хайхи арçын пăралукка еннелле пăрăнчĕ. Унта ăна иккĕн кĕтеççĕ. Пĕри лимонад савăчĕпе колонкăран шыв тултарать. Хĕрлĕ пăрăç экстрактне хутăштармаллах пулĕ çав... Унччен те пулмарĕ, хыçалти урам енчен пĕр хĕрарăм вашлаттарса килет, кăмăлсăрри инçетрен палăрать. - Эх, енчĕкрен çăкăр илмелли юлашки 15 тенкĕне илсе тухса кайнă, - тарăхать хĕрарăм. Пысăк инкек пырса кĕнĕ çемьене. Ниçта та ĕçлемест арçын. Çавах тутлă çиес килет унăн. Енчен те кастрюль пушă пулсан тĕнче епле кисренет килте. Тĕлĕннипе йăванса каять те тепри, текех тăраймасть. - Мĕн туса тытса тăран ăна килте? Кăларса яр, - тет упăшки ĕçнипе тарăхман тепĕр хĕрарăм. Анчах çынна, ачасен ашшĕне, ăçта кăларса ярăн? Çамрăк чухне çуртне те лартнă, ачи-пăчине ỹстернĕ. Кушак çури мар вĕт. Тем пекехчĕ алкоголиксене усракан, сыватакан ятарлă çурт пулсан. Кама кирлĕ пирĕн ĕçкĕçсем? Пĕр кун тĕрлĕ хутăшсем ĕçнĕ хыççăн тепĕр кунне те вырăн çинчен тăраймасть арçын. Епле чăтать тульк-кăш ăш-чикĕ. Сиенлĕ шĕвек ĕçсе вилнĕ тĕслĕхсем ялсенче сахал мар пулчĕç. Мĕншĕн ăнланмаççĕ вĕсем çакна? Лавккара, аптекăра сутакан хутăшсем пирки нумай калаçрĕç пĕр вăхăт. Анчах мĕн усси? Çав-çавах сутаççĕ вĕсене. Лавккасемпе аптекăсене тупăш аван парать пулĕ-ха вăл. Ĕçсех пĕтет ĕнтĕ ниçта та ĕçлемен ял арçынĕ. Темле лайăх маçтăр пулсан та кам ăна ĕçе илтĕр? Эх, миçе çемьере куççуль юхмасть-ши "симĕс çĕлене" пула?

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика