Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ялăм чи хитри пултăр

21 мая 2011 г.

 Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн çуркунне пуçламăшĕнче ялсене тирпей-илем кĕртес, симĕслетес тата йывăçсем лартас тĕллевпе çулленхи уйăхлăх иртрĕ. Уйăхлăх вăхăтĕнче мĕн пур ялсенче çỹп-çапран тасатас енĕпе хĕрỹ ĕç пычĕ. Уйрăмах ку тĕлĕшпе Елчĕк, Курнавăш ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ăшă сăмахсене тивĕçлĕ. Вĕсем çулталăк тăршшĕпех çỹп-çапа пуçтарассине тата кайса тăкассине лайăх йĕркеленĕ. Çỹп-çапа вăхăтра тасатассине тата ăна свалкăна кайса тăкассине йĕркелемен ялсенче вара тỹнтерле ỹкерчĕксене час-часах асăрхама тивет. Акă, "Рассвет" ЯХПКпа "Прогресс" АХО чиккинче, Кĕçĕн Пăлара, Тăрăм ялĕнчен инçе мар çỹп-çап свалкине асăрхама тиврĕ. "Прогресс" акционерсен хупă обществинчи А.Куприянов ертсе пыракан рабочисен вăйĕпе ăна тасатнă. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче те çỹп-çап пăрахакан вырăнсем сахал мар. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе В.Афанасьевпа ял çыннисемпе тĕл пулса урамсене тирпей-илем кĕртес, çырмасене, хамăр пурăнакан вырăна ăпăр-тапăртан тасатас енĕпе сахал мар калаçатпăр. Çырма-çатрасенчи çỹп-çапа пуçтарас енĕпе кашни çыннăн çанă тавăрса ĕçлемелле. Ялти çỹп-çапа ютран килсе тăкмаççех. Аслă Елчĕк ял администрацийĕ çак кунсенче йĕркесĕрлĕхе пĕтерсе малашне çỹп-çапа кашни уйăхра районти тĕп свалкăна леçме йышăну кăларнă. Уйăхлăх вăхăтĕнче чечексем лартас енĕпе те нумай вăй хунă. Хальлĕхе 18450 йывăçпа тĕм, 2000 тĕп ытла тĕрлĕ чечек лартнă. Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ ку енĕпе уйрăмах тăрăшуллă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика