21 мая 2011 г.
Театра юратакансен республикăри "Яланах театр" фестивалĕ Элĕкри культурăпа кану центрĕнче вĕçленнĕ. Унта Елчĕкри искусство шкулĕнче вĕренекенсем те хутшăннă. "Дружная семейка" кружока çỹрекенсем хăнара "Çарăк" юмаха лартса панă. Музыкăллă юмаха лартма 22 ача хутшăннă. Тĕп рольсене Костя Федотов, Инна Александрова, Аня Герасимова, Андрей Крысов, Люда Новикова, Юлия Каргина вылянă. Туслă коллектив "Лучшее коллективное выступление" номинацире çĕнтернĕ, I степень диплома тивĕçнĕ. Ачасене А.Воробьева, О.Архипова, В.Архипов преподавательсем хатĕрленĕ. Театр, юрă ăстисем СССР тата Чăваш Республикин халăх артисткипе Вера Кузьминăпа тĕл пулнине нихăçан та манмĕç.