Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музей каçĕнче

21 мая 2011 г.

Музей каçĕнче

Пĕтĕм тĕнчери музей кунне Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче анлă паллă тунă. Иккĕмĕш çул иртекен "Музей каçне" кунти ĕçченсем хăйне евĕрлĕ, асра юлмалла йĕркеленĕ. Уява районти тавра пĕлỹçĕсем, музейçĕсем, культура ĕçченĕсем, куракансем пухăннă. Уяв театрализациленĕ представленипе пуçланнă. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн артисчĕсем картишĕнче сценкăсем лартса пухăннисене савăнтарнă. Кунтах парнесен сĕтелне хатĕрленĕ. Унта çĕнĕ экспонатсем вырăн тупнă. Акчелĕнчи И.Смирнова Нина Смирнова вăрçă ветеранĕн ĕлĕкхи япалисене нумай парнеленĕ. Унтан культура ĕçченĕсем чăвашсен тумĕсене кăтартнă. Куç умĕнче çĕнелсе улшăнать хĕрарăм кĕпи. Уявра тĕрлĕ конкурссем те иртнĕ. Чернилпа илемлĕ çырасси, пионер галстукĕ çыхасси, кире пуканĕ йăтасси... Тупăшусенче çĕнтернĕ Т.Ишмуратова, А.Смирнов, Н.Егоркина парнесене тивĕçнĕ. Уява пухăннисене район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова, Курнавăшри халăх музейĕн заведующийĕ А.Смирнов, Елчĕкри К.Леонтьева, Акчелти В.Московский тавра пĕлỹçĕсем тата ыттисем саламланă. Каçхине 17 сехетре уçăлнă музея ял çыннисем сахаллăн килнĕ. Шел, çĕр-шывĕпе иртекен "музейсен каçĕ" пирĕн патăмăрта вăй илсех каяйман-ха. Мускавра, авă, каçхине музее кĕрес тесе черет тăнине пĕлтереççĕ. Ырă йăла малашне тата вăйланса пытăр. Район çыннисем музейсене çỹреччĕр тесе аваллăха упракансем çанă тавăрса ĕçлеççĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Курнавăшри, Елчĕкри музейсен заведующийĕсем А.Смирновпа В.Вастулова - ĕçе чунтан парăннă çынсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика