Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕнесем çуллахи лагерьте

21 мая 2011 г.

Ĕнесем çуллахи лагерьте

 "Победа" хуçалăхра выльăх хисепне, ĕнесенчен сĕт суса илессине ỹстерсе пыраççĕ. Паянхи кун хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсене 520 пуç, çав шутран сăвăнакан 170 пуç ĕне тытаççĕ. Хальхи вăхăтра пĕр ĕнерен талăкра 19 килограмм сĕт суса илеççĕ. Сăвăнакан ĕнесен кĕтĕвне çуллахи лагере çу уйăхĕн 10-мĕшĕнчех кăларнă, кĕрхи культурăсен калчипе тăрантарма пуçланă. Хуçалăх выльăхсем валли пахалăхлă апат хатĕрлесси çине çулсеренех пысăк тимлĕх уйăрать. Выльăх апачлĕх уйăрнă лаптăксене кăçал сивĕ тивмен, çавна май вĕсем çăра та тикĕс шăтса тухнă. Нумай çул ỹсекен курăксем 400 гектар, пĕр çул ỹсекеннисем (пăрçа, викăпа сĕлĕ тата урпа хутăшĕ) 250 гектар лаптăк çинче акса хăварнă. Калча çине тухас умĕнхипе танлаштарсан сăвăм 3 килограмм ỹснĕ. Лагере кăларас умĕн ĕнесене кирлĕ прививкăсем тунă, ятарлă тĕрĕслевсем витĕр кăларнă. Симĕс калча çине кăларсанах ĕнесене тĕрĕс апатлантарасси çине тимлĕх уйăрнă. Вĕсем ан кỹпĕнччĕр, ăш-чикĕ ан пăсăлтăр тесе рациона симĕс курăк ерипен кĕртнĕ. Çав вăхăтрах утă-улăм, сенаж, шыв, тăвар, минераллă хутăшсем татăлмаççĕ ĕнесен умĕнчен. Икĕ сменăпа ĕçлекен кĕтỹçсем И.Евдокимов, Н.Соловьев, В.Айметов, Г.Лепешкин ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче пулнине лайăх ăнланаççĕ, шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Ĕнесене симĕс калча çине кăларнăранпа хуçалăха районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен ветеринари станцийĕн специалисчĕсем те кирлĕ канаш-сĕнỹпе пулăшса пыраççĕ. Çак кунсенче асăннă станцин начальникĕ А.Скворцов, района ĕçлĕ визитпа килсе кайнă Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин ертỹçи Г.Яковлев пулнă кунта. Фермăри лару-тăрупа паллашнă май вĕсем ырă енсене палăртса хăварнă. Ĕнесене çуллахи лагере кăларнă кунранах витесенче пысăк юсав ĕçĕсем пурнăçлама пикеннĕ. Хуçалăх ертỹçи Н.Головин пĕлтернĕ тăрăх, пĕр витене тĕпрен юсаса çĕнетеççĕ кунта. 400 пуç ĕне вырнаçакан витере ĕнесем малтанхи евĕр сăнчăрта тăмĕç, ирĕкре çỹрĕç, шыв тата апат патне чăрмавсăрах пырĕç. Сума вара вĕсене ятарлă уйрăм зала кĕртĕç. Çакăн евĕр пĕр витене пĕлтĕр хута янă хуçалăхра. Витене тасатассипе пĕр бригада - Е.Чернова, Л.Жирнова, В.Кудрявцева, С.Кирюхин - тимлет. Юсав бригадинче вара Çĕнĕ Шупашкартан килнĕ А.Платонов, Н.Николаев монтажниксем тăрăшаççĕ. Вĕсене Шупашкарти "Лакта" ОООран ятарласа чĕнсе илнĕ. _ Витене çĕнĕлле хута ярас ĕçре асăннă "Лакта" ООО ĕçченĕсен опычĕ пысăк. Маларах çĕнетнĕ витери ĕçсене пурнăçлассине те вĕсенех шаннăччĕ, - палăртать Николай Александрович. Штукатур ĕçĕсене П.Доброхотов, В.Доброхотов, Н.Портнов пурнăçлаççĕ. Витене хута ярас ĕçе çĕртме уйăхĕн вĕçне вĕçлеме палăртаççĕ хуçалăхра. 

Сăн ỹкерчĕксенче: Г.Лепешкинпа В.Айметов кĕтỹçсем; юсав ĕçĕсене пурнăçлакансен ушкăнĕнчи А.Платоновпа Н.Николаев монтажниксем, В.Доброхотов штукатур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика