Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа тĕл пулнă, йывăç-тĕм лартнă

21 мая 2011 г.

Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче районти кашни ял тăрăхĕнчех Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ, тĕл пулусен вăхăтĕнче информаци ушкăнĕсем тĕп темăсене тата яланхи çивĕч ыйтусене хускатнă, "Вăрман кунĕ" акцие хутшăнса йывăç-тĕм лартма хутшăннă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн проректорĕ О.Викторов Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи активпа курнăçнисĕр пуçне Çирĕклĕ Шăхаль тата Хăвăлçырма шкулĕсенче вĕренекенсемпе тата вĕрентекенсемпе тĕл пулнă, Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи ваттисен çурчĕн тата историпе краеведени музейĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Олег Николаевич шкулсенче пулнă май ачасен çуллахи ĕçпе канăвне йĕркелес ыйту çинче уйрăмах тĕплĕн чарăнса тăнă. Çавăн пекех калаçу тăван тавралăха упрас, вăрман тăрăхĕсене пушартан сыхлас, территорие яланах тирпейлĕхре тытас темăсем тавра та йĕркеленнĕ. Чăваш Республикин "Чăваш кĕнеке издательстви" патшалăх унитарлă предприятин директорĕ - Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн председателĕ В.Комиссаров Яманчỹрел шкулĕнче пулнă. Вĕренекенсемпе вĕрентекенсен çуллахи канăвне мĕнле ирттерессипе кăсăкланнă, республика шайĕнче иртекен "Вăрман кунĕ" акци вăхăтĕнче шкулсем мĕнле ĕçлени пирки ыйтса пĕлнĕ. Ачасене Шупашкарти Пичет çуртне экскурсие илсе каяс ыйтăва та çĕкленĕ Журналистсен союзĕн председателĕ. Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова Елчĕкри "Чебурашка" ача садĕнче, Патреккелпе Елчĕк шкулĕсенче, Елчĕкри искусство шкулĕнче тата Елчĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртĕнче пулнă май вĕсенчи лару-тăрупа кăсăкланнă, вĕренĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсене пурнăçа кĕртессипе шкулсем мĕнле ĕçсене тума пуçăннипе интересленнĕ. Çав вăхăтрах паянхи кун шкулсен умĕнче тăракан çивĕч ыйту - çуллахи тапхăрта вĕренекенсен канăвне тата пушă вăхăтне усăллă йĕркелес, ачасен сывлăхне упрас тĕллевпе мероприятисем ирттерес ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Районта йĕркеленĕ информаци ушкăнĕсем те ял тăрăхĕсенчи ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика