Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотекăпа ачасем туслă çыхăнура

17 мая 2011 г.

Библиотекăпа ачасем туслă çыхăнура "Солнышко" ача сачĕпе районти тĕп библиотека туслă çыхăну тытаççĕ. Час-часах вулавăшра иртекен тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ пĕчĕк шăпăрлансем. Аслă Çĕнтерĕве халалласа тыл ĕçченĕсемпе ирттернĕ "Аса илме йывăр, манма юрамасть" тĕл пулăва та сиктермерĕç вĕсем. И.Н.Сидоровăпа Н.И.Иванова воспитательницăсем ертсе пыракан "Гномики" аслă ушкăна çỹрекенсем пуçтарăннисене хăйсен сăввисемпе, юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç. Пухăннисем вара ачасен телейлĕ шăпишĕн, вĕсем мирлĕ тỹпе айĕнче пурăннишĕн, вăрçă çинчен аслисем каласа панă тăрăх анчах пĕлнишĕн хĕпĕртерĕç. М.Е.Грачевăпа Н.А.Митрофанова тыл ĕçченĕсем вăрçă вăхăтĕнчи йывăр пурнăçа, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тылри ырми-канми ĕçсене чун хумханмалла аса илнĕ май çитĕнекен ăрăвăн çав тапхăра тỹссе ирттернĕ мăн аслашшĕсемпе асламăшĕсене, вĕсен паттăрлăхĕпе ĕç-хĕлне нихăçан та манмалла маррине палăртрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика