17 мая 2011 г.
![Чĕппĕмсем, чунăмсем... Чĕппĕмсем, чунăмсем...](../Home/594//foto/skola.gif)
Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти 11"а" класра вĕренекенсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрĕ. Уйрăлу, сыв пуллашу каçĕ умра. 20 хĕрпе каччăна пурнăçăн аслă, такăр çулĕ çине кăларса ярăп. Куç умĕнчех ỹссе çитĕнтĕр эсир, чĕппĕмсем. Астăватăп-ха пĕрремĕш класа шурă бантсемпе, хитре костюмсемпе, хăвăртан та пысăкрах чечек çыххисемпе килнине. Ун чухнех сăнаттăм сире, вăтам класа куçсан эпĕ сирĕн класс ертỹçи пуласса чунăм сиснĕ тейĕн. Сăпайлă, туслă, пултаруллă класс лекрĕ мана. Вĕренỹре начартараххисене те нихăçан та уйăрса хăварман. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса вĕрентĕр çак çулсенче. Мĕн чухлĕ экскурси, поход, мероприяти ирттермен-ши? Шупашкарти театрсене çитсе курни те, ылтăн кĕркунне велосипедсемпе походра пулни те, хĕллехи вăрмана йĕлтĕрпе кайни те, шкулти мероприятисенче малти вырăнсене йышăнни те - çĕрлехи çăлтăрсем çỹл тỹпере йăлкăшса илнĕ пек пĕтĕмпех куç умĕнче. Пĕр-пĕр ачан çитĕнĕ-вĕшĕн е çитменлĕхĕшĕн ушкăнпа савăннă, пĕрле куляннă. Паллах, çичĕ çул хушшинче аçăр-аннĕрсем те нумай пулăшса пычĕç. Тавах. Халĕ, сирĕнпе сыв пуллашмалли вăхăт çывхарнă май, чунра пăшăрхану, канăçсăрлăх. Мĕн кĕтĕ сире малашне? Шухăшланă ĕмĕтĕрсем пурнăçланĕç-ши? Яланах сăпайлă та лăпкă, пĕрремĕш класранах пиллĕкпе ĕлкĕрсе пынă Марина Ефимова, Алиса Сусликова, Настя Кириллова, Настя Константинова, Марина Иванова шкулта чи лайăххисем пулса тăчĕç. Районти олимпиадăсенче малти вырăнсене йышăнса республикăра ирттерекен тупăшăва хутшăнма, çĕнтерме пултарчĕç вĕсем. Оля Мартышкина, Оля Порфирьева, Алиса Исаева, Лена Гаврилова, Алеша Курчин, Дима Курчин та тăрăшулăхпа палăртăр. Мĕнрен кая тата вĕсенчен Оксана Фомкина, Инна Иванова, Настя Димитриева, Алина Николаева, Дима Савастьянов, Сергей Кривов, Ирина Базарнова, Алина Никитина? Кашниех асра юлмалли ĕçсем нумай турĕç. Вĕренỹре те, ĕçре те туслă пулни пултаруллă класс ятне илме пулăшрĕ пире. Кунта, паллах, ачасен пĕрремĕш вĕрентекенĕн Феонилла Юрьевна Порфирьеван тỹпи те пысăк. Малашне те пĕр-пĕрне ăнланса пурăнма, кирлĕ самантра пулăшса пыма сĕнетĕп эпĕ сире, чĕппĕмсем, чунăмсем. Шкул тенкелĕ çинче пуçланнă туслăх сире яланах вăй парса пытăр. Умри экзаменсенче ăнăçусем сунатăп. Лайăх паллăсем сирĕнтен пăрăнса иртмессе шанатăп.
Сăн ỹкерчĕкре: С.Прохорова вĕренекенĕсемпе пĕрле.