Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турă панă пултарулăх

17 мая 2011 г.

Турă панă пултарулăх

 Турхан ялĕнче çуралса ỹснĕ Петр Степанович Пупин скульптор республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те ырă ĕçсемпе палăрнă. СССР Художникĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ çинчен илтмен çын та çук пулĕ, çапах ĕç-хĕлне пурте лайăх пĕлместпĕр. Çавăнпа та вулакансене унăн пурнăç çулĕпе кĕскен паллаштарасшăн. - Петр Степанович, калаçăва пурнăçри чи асамлă вăхăтран, ачалăхран, пуçлар пулĕ? - Çапла, ача чухнехи нихăçан та куç умĕнчен каймасть. Ытла та илĕртỹллĕ, шухăшсăр вăхăт. Тĕпренчĕкĕшĕн пĕтĕмпех ашшĕпе амăшĕ тăрăшать, тем тума хатĕр вĕсем хăйсен ывăл-хĕрĕшĕн. Турхан ялĕн улăхĕнче çарран чупни, Кĕçĕн Пăла юхан шывĕнче шăмпăлтатни, уйра çум çумлани... Ял ачисенчен нимпе те уйрăлса тăман эпĕ. Пĕчĕкрен, ыттисенчен раснарах, ытларах ỹкерме юрататтăм. Çĕнĕ Пăва шкулне чупнă. Пỹрт кĕрлесе тăнă пирĕн. Эпир аттепе аннен 11 ача çитĕннĕ. Эпĕ çиччĕмĕш. Халĕ пĕр тăвансем час-часах тĕл пулаймастпăр та. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне саланнă. Тĕп килте Леонид шăллăм çемйипе пурăнать. - Сире пурнăç панă çынсене аса илмесен çылăх та... - Ялти сумлă çынсем пулнă аттепе анне. Атте, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕ, мĕн виличчен тăван хуçалăхра тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Бригадир, председатель тивĕçĕсене те пысăк яваплăхпа пурнăçланă. Унăн кăкăрне Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе медальсем илем кỹретчĕç. Аннен те вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн панă, Аслă Çĕнтерĕве халалланă юбилей, "Ача амăшĕ героиня" медалĕсем пурччĕ. Аттепе анне пилĕпе эпир пурте çын пултăмăр. Ĕмĕр чĕрере упранаççĕ вĕсен сăнарĕсем. - Петр Степанович, эсир мĕнле майпа паллă художник пулса тăнă? - Маларах каларăм, кăранташпа ỹкерме мĕн ачаран юратнă. Тĕлĕнмелле пулĕ те, пирĕн килти стена çинче тĕнчипе паллă художниксен портречĕсем, ĕçĕсем çакăнса тăратчĕç. Ỹкерчĕксен галерейи тейĕн. Атте вĕсене инçетри хуласене кайсан илсе килнĕччĕ. Çỹлти Турă кашнине талант парса çĕр çинче пурăнма пиллет. Кашни ачарах мĕнле те пулин пултарулăх пытаннă. Манăн çула атте-анне пилленĕ. Пуртă-пăчкă тытсан алли вылянса çеç тăратчĕ аттен. Чапа тухнă художниксен ячĕсене эпĕ шкул парти хушшинчех пĕлнĕ. Шкулта А.Турханăн рисованипе черчени урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтеттĕм. Вăтам шкул пĕтерсен Тинĕс-Çар Флотĕнче службăра пултăм. 1981 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн художествăпа графика факультетĕнчен вĕренсе тухрăм. Тĕрлĕ çĕрте вăй хутăм. Пĕр вăхăт студентсене те вĕрентрĕм. Унтан Пĕтĕм Союзри скульпторсен курсĕнче пĕлỹ пухрăм. Чăваш художникĕсен пĕрлешĕвĕн правленийĕ йĕркеленсен ăна ертсе пытăм. - Халĕ хăвăр тĕллĕн ĕçлекен скульптор... - Çапла. Заказпа нумай тимлетĕп. Ĕçсене тĕрлĕ выставкăсене тăрататăп, уйрăм курав та йĕркелетĕп. Хамăр республикăра çеç мар, Хусан, Чĕмпĕр, Саранск, Самар, Волгоград, Мускав, Томск тата ытти хуласенче, Германинче те паллашма пулать ман ĕçсемпе. Иртнĕ çул "Паха тĕрĕ" предприятийĕн музей ĕçченĕсемпе, художникĕсемпе Екатеринбург хулинче выставка йĕркелерĕмĕр. Унти куракансем чăвашсен хитре тĕррисенчен, пăхăртан хатĕрленĕ кĕлеткесенчен тĕлĕннине пытармарĕç. Инçетре пурăнакан ентешсем епле хăпартланчĕç тата пирĕн ĕçсемпе паллашсан! Пĕр çулхине Каменск-Уральск тăрăхĕнче пурăнакан ентешĕмпе, Çĕнĕ Пăвара çуралса ỹснĕ Т.Егоровăпа тĕл пулма тỹр килчĕ. Вăл инçетре пурăнсан та чăваш йăли-йĕркине манмасть. Унти этнографи музейĕнче чăвашсен кĕтесне йĕркеленĕ. Елчĕк маттурĕсем çĕр-шывĕпех саланнă. - Елчĕксем сирĕн Тĕп лапамра ăсталанă Паттăрсен скультурисемпе киленеççĕ. Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче те сирĕн ĕçĕрсем пĕрре мар... - Кăçалхи пуш уйăхĕнче районти музейра Шупашкарти тĕрĕ ăстисемпе выставка йĕркелерĕмĕр. Курав хыççăн сирĕн музея пăхăртан хатĕрленĕ тепĕр ĕçе - "Пурнăç урапи" скульптурăна парнелерĕм. Паха экспонат пултăр терĕм халăх музейĕшĕн. - Сирĕн скульптурăсем гипсран кăна мар, тĕрлĕ хатĕртен. Ăçта шăрататăр ăна? - Унччен ку енĕпе йывăрччĕ. Инçе çула тухмаллаччĕ. Халĕ Кỹкеçрех, хамăр ентеш А.Леонтьев предприятийĕнче пăхăртан шăратса кăларма пулать. - Сирĕн паллă ĕçсем? - "Çип арлакан", "Поэта асăнса", "Атăлпи - Атăл хĕрĕ", "Чăваш тĕрĕçисем", "Самана", "Укăлча умĕнче" тата ыттисем те. Çавăн пекех Иакинф Бичурин, Ардалион Игнатьев бюсчĕсене ăсталанă. Умри тĕллевсем пысăк. Мастерскойне ир-ирех кĕретĕп те сĕм çĕрлесĕр те тухмастăп. Çитес вăхăтра хамăн çĕнĕ ĕçсемпе савăнтарасшăн. Скульптурăна шăратса кăлариччен аванах тар тăкма тивет. - Петр Степанович, эпĕ пĕлнĕ тăрăх шăллăр Георгий те сирĕн утăмпах утать? - Вăл та художнике вĕренсе тухнă. Юртан, пăртан, хăйăртан декоративлă скульптурăсем туса Пĕтĕм тĕнчери, Раççейри выставкăсен лауреачĕн ячĕсене çĕнсе илнĕ. Унпа савăнмалăх пур. Малашлăхĕ пысăк-ха шăллăмăн. - Вулакансене сирĕн çемйĕр те интереслентерет. - Мăшăрăм, Елизавета Евгеньевна, "Волга" санаторинче ĕçлет. Аня хĕрĕм ЧПУран икĕ дипломпа вĕренсе тухрĕ. Художествăпа графика факультетне те пĕтерчĕ вăл. Алли пырать хĕрĕмĕн. Роман ывăлăм аслă шкулта виççĕмĕш курсра вĕренет. Ăна автомашина сервисĕ илĕртет.

Сăн ỹкерчĕкре: П.Пупин "Утлă çын" скульптури çумĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика