17 мая 2011 г.
Хамăн сăмахăма Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн фондне пуянлатма пулăшнă çынсене чунтан тав тунипе пуçласшăн. "Çĕр çинче тĕрлĕрен кĕнчеле", - тенĕ пек кашни çын хăйне майлă. Пĕри паян усă курман, ахалех сая каякан питĕ лайăх экспоната асăрхамасть те, тепри куç умне тĕл пулнă япалине те музея леçсе пама ỹркенет, виççĕмĕшĕ çынна париччен сая кайтăр тесе шутлать. Шăмалакра пурăнакан Александр Петрович Чернов çинчен уйрăмах ырă та ăшă сăмахсем калас килет. Елчĕке килмессерен музей валли экспонат парать. Александр Петрович ỹркенменлĕхне пула ĕлĕкхи вăхăтра кил-çуртра усă курнă тĕрлĕ япаласемпе пуянланчĕ этнографи кĕтесĕ. Тĕмер ялĕнче çуралса ỹснĕ О.Марков пирки те лайăхпа калас килет. Вăл ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсене пĕрре çеç мар парнеленĕ. Елчĕкре пурăнакан Михаил Григорьевич Петров музея чĕрес пырса пачĕ. Район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова фонд çĕнелсе пытăр тесе пĕр вĕçĕм тăрăшнине те палăртмасăр иртме çук. Унăн парнисем - ĕлĕкхи арча, тĕрĕленĕ пит шăллисем, чĕнтерленĕ покрывало "Ĕлĕкхи кил-çурт" экспозицире тĕп вырăн йышăнаççĕ. Елчĕкри Октябрь урамĕнче пурăнакан М.Лобанчикова та тав сăмахне тивĕçлĕ. Мария Васильевна парнеленĕ арçын тата хĕр арăм кĕписемпе музей ирттерекен театрализаци мероприятийĕсенче те усă курма пултаратпăр. Нумай çул культура сферинче тăрăшнă Г.Щипцова пирĕн ĕç-хĕлпе яланах кăсăкланать, тĕрлĕрен сĕнỹсем парать, экспонатсен йышĕ хутшăнсах пытăр тесе ăнтăлать. Унăн парнисем - ĕлĕкхи чĕнтерлесе çыхнă чỹрече каррисем, тĕрĕсем темиçе те пур. Музей таврари халăх пулăшăвĕсĕр пурăнаймастех çав. 1972 çулта комсомол райкомĕн секретарĕ Петр Сидоров (Лаш Таяпа) йĕркелесе янă музей ĕçĕ-хĕлне тирпейлĕ туса пырас тесе тăрăшатпăр. Халĕ пирĕн экспонатсен йышĕ 5 пине çывхарать. Çулсеренех музейра тĕрлĕрен курав йĕркелетпĕр. Вĕсене курма килекенсем те сахаллăн мар.