17 мая 2011 г.
2010 çулта çанталăк шăрăх тăнăран хуçалăхсем пахалăхлă выльăх апатне çителĕклĕ таран хатĕрлесе хăвараймарĕç. Çавна май апатра макро тата микроэлементсен, белок, витаминсен хисепĕ çителĕксĕр пулчĕ. Кăçал çуркунне мăйракаллă шултра выльăхсене диспансеризаци витĕр кăларни пахалăхсăр апат ĕнесен сывлăхĕ çине начар витĕм кỹнине çирĕплетрĕ. Юна биохими меслечĕпе тĕрĕслени унра каротин виçи - 20 процент, кальци - 10, фосфор - 13,5, сĕлтĕ - 12, белок - 13,6 процент сахалрах пулнине палăртрĕ. Диспансеризаци результачĕсем тăрăх районти хуçалăхсенче пĕр кварталта 3143 пуç сыснана, 3391 пуç мăйракаллă шултра выльăха тĕрлĕ витаминсемпе тивĕçтернĕ. Патшалăх тытăмĕнчи ветеринари специалисчĕсем выльăхсене кĕтĕве кăлариччен диагностика тĕрĕслевĕсем витĕр кăларнине, кирлĕ прививкăсем тунине те палăртмалла. 2661 пуç ĕнене лейкозран, 5001-шне туберкулезран, 4330-шне çĕпĕр язвинчен прививка тунă. Выльăхсем ан кỹпĕнччĕр тесен, вĕсене ешĕл курăк çитерме ерипен хăнăхтармалла. Хĕллехи рационран симĕс курăк çине хăвăрт куçарсан ĕнесем чирлеме пултараççĕ: ăш-чикĕ пăсăлать, вар-хырăмра симĕс курăк ирĕлейменрен выльăх вăйсăрланать, ỹт хушма пăрахать тата сĕтне чакарать. Симĕс курăк çиме ăна ерипен, 8-10 кунра хăнăхтармалла. Рационра концентратсем, утă-улăм, сенаж çителĕклĕ пулмалла. Ĕнесем ан кỹпĕнччĕр тесен çак сĕнỹсене шута илмелле:
- ирхине утă е улăм, сенаж çитермесĕр çаран çине кăлармалла мар;
- сывлăм ỹкнĕ курăк çине кĕртмелле мар, типсен çеç çитермелле;
- анана çулнă хыççăн каю курăкĕ çине 15 кунсăр кĕтỹ кĕртмелле мар;
- концентратсем пахалăхлă пулмалла. Тырă юлашкине те çитерме юрамасть, мĕншĕн тесен унра çум курăк вăррисем пулнăран вĕсем хырăмлăхра хăвăрт йỹçеççĕ. Ĕнесем умĕнчен тăвар татăлмалла мар. Кĕтĕве шывпа тивĕçтересси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла. Шыв çителĕксĕр пулсан ĕне апата сахал çиет, сĕтне чакарать. Шăрăх çанталăкра ĕнесене кунне 4 хутчен, ытти чухне 3 хутран кая мар шăвармалла. Енчен те ĕнен хырăмне йỹçекен ешĕл апат лекрĕ пулсан унăн хырăмĕнче газ нумай пухăнать, унăн хырăмĕн сулахай енĕ пысăкланса каять. Çакăн пек чухне выльăх кавлеме чарăнать, сĕлекине юхтарать, йăванса кайма тата вилме пултарать. Кĕтỹре пĕр ĕне кỹпĕннине асăрхасанах выльăхсене çаран çинчен васкавлăн хăваласа тухса тапăра хупмалла. Кỹпĕннисене ыттисенчен уйăрса илмелле, çурăмĕпе хырăмĕ тăрăх сивĕ шыв ямалла, сулахай енчен хырăмне кашни 10-15 минутран 15-20 минут чăмăрпа массаж тумалла. Çав вăхăтрах тимпанол ĕçтермелле. Унăн 1 флаконне 2 литр шывпа хутăштармалла. Тимпанола тепĕр доза та пама юрать. Алă айĕнче тимпанол пулмасан çунтарнă магнези порошокĕпе усă курмалла. Ăна 2-3 литр тин сунă сĕтре е шывра (20 грамм йĕкĕр ывăç чухлĕ (вăл çăмăл) хутăштармалла. Усси пулмасан троакарпа сулахай енчен хырăмлăха шăтармалла. Малтан троакара дезинфекци тумалла, стилета гильза ăшне лартмалла. Троакара вĕçĕпе сылтăм хул пуççи сыпăкĕ еннелле тĕллесе тытса ỹт çине лартмалла, сылтăм алăпа рукоятка çине хытă хупса кĕртмелле. Сывлăша ерипен кăлармалла. Троакара кăларас умĕн стилета каллех гильза ăшне чикмелле. Пулнă сурана йод настойкипе сĕрмелле, кайран та тасатса, асăрхаса тăмалла. Çак ĕçсене пурнăçланă хыççăн ĕнене 12-24 сехет апат çитермелле мар. Кайран та апата майĕпен ỹстерсе пымалла. Ĕнен ăш-чикне лайăх ĕçлесе кайма 0,5 литр шыв çине 15 тумлам чемерица шĕвекне, 15 тумлам сĕт кислоти ярса ĕçтермелле. Çавăн пекех тăварланă хăярпа помидор, йỹçĕтнĕ шĕвексем ĕçтерсен аванрах. Ĕне усракан кашни хуçалăхра асăннă эмелсене - тимпанол, чемерица шĕвекĕ, сĕт кислоти, троакар тата ветеринарин ытти хатĕрĕсене ветаптекăсенче туянса хатĕрлемелле.