Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район хаçатне кĕтеççĕ

17 мая 2011 г.

Район хаçатне кĕтеççĕ

Шăмалакри почта çыхăну уйрăмĕнче халăх тăтăшах йышлă. Пĕрисем кăçалхи иккĕмĕш çур çула хаçат-журнал çырăнаççĕ, теприсем телефонпа, çутăпа тата "кăвак çулăмпа" усă курнăшăн укçа тỹлесшĕн, виççĕмĕшĕсем заказлă çыру ярасшăн тата ытти те... Пĕрре те ахаль лармасть Надежда Петрова. Вăл çиччĕмĕш çул çак уйрăма ертсе пырать. Ял çыннисемпе ăшшăн пуплет, уйрăма килекен кашни çынна хавас. Надежда Николаевна хăйне шанса панă ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçлать. Урăхла ĕçлеме пĕлмест вăл. Уйрăма хальхи вăхăтра 766 экземпляр, вăл шутран "Елчĕк ен" хаçат 117 экземпляр килсе тăрать. Вĕсене икĕ почтальонка вулакансем патне вăхăтра çитерессишĕн ăнтăлать. Нина Ивановăпа Алина Тарасова почтальонкăсем ял çыннисене çĕнĕ хаçат-журналпа паллаштарас, тивĕçлĕ канăва тухнă 262 çынна вăхăтра пенсипе тивĕçтерес тесе тăрăшаççĕ. Çамрăксем почтальонка ĕçне юратаççĕ, кунне вуншар çухрăма хыçа хăвараççĕ. Почтальонка сумки çăмăл мар. Пĕччен пурăнакан ватăсене тĕрлĕ таварсем килĕсене илсе пырсах параççĕ. Анчах почтальонкăсене урамра çапкаланса çỹрекен йытăсем хăратаççĕ: çулран-çул йышлансах пыраççĕ хуçасăр тăватă ураллă туссем. Ял çыннисем те, Лаш Таяпа ял администрацийĕ те вĕсене ăнланасса шанаççĕ. Вăрман енчисем район хаçатне чăтăмсăррăн кĕтнине пĕлтереççĕ. Çапах та хăйсен тăрăхĕнчи çынсен ĕçĕ-хĕлĕ, пурнăçĕ, канăвĕ, интересĕ пирки те вулас килнине пытармаççĕ. Чи нумай экземпляр хаçат-журнал çырăнакансене ырă-па аса илеççĕ çыхăну ĕçченĕсем. Шăмалакри С.Яковлева, В.Чернова, Яманчỹрелти В.Акимов çемйисем 4-9 экземпляр хаçат çырăнаççĕ, ял çыннисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

В.КИРИЛЛОВА сăн ỹкерчĕкĕнче А.Тарасова почтальонкăпа Н.Петрова начальник.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика