Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçшĕн лайăх тỹлемелле, условисене лайăхлатмалла

17 мая 2011 г.

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Унта эрне итогĕсене пăхса тухнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Район администрацийĕн финанс пайĕн коллективĕ 2010 çулта муниципалитет укçи-тенкине тухăçлă усă курнăшăн Чăваш Республикин Финанс министерствин пĕрремĕш степень Дипломне тивĕçнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин наградăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне - финанс пайĕн начальникне Г.Анисимовăна пачĕ, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Район администрацийĕн экологĕ Л.Павлова районта экологи уйăхлăхĕ мĕнле иртнипе паллаштарчĕ. Уйăхлăх вăхăтĕнче нумай ялта "Йывăç ларт тата ăна упра" акцие активлă хутшăннă. Çырма-çатрана ăпăр-тапăр тăкнă вырăнсене тупса палăртнă, вĕсене пурне те тасаттарнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ М.Васильева пĕлтернĕ тăрăх, центрта ĕçсĕр 90 çынна регистрациленĕ. Çав шутран 65-шĕ хĕрарăмсем, 30-шĕ аслă пĕлỹллисем, 8-шĕ инвалидсем, 4-шĕ пенси çулне çывхарса пыракансем. Çав вăхăтрах миграци служби районта урăх çĕр-шывсенчен килнĕ çынсене ĕçлеме ирĕк панă: "Чăвашъенкрахмал" ОООра, Елчĕкри кирпĕч заводĕнче - 15-шер çын, "Урожай" ОООра - 3, Курнавăшри Цветков хресчен-фермер хуçалăхĕнче - 2 çын. Район администрацийĕн пуçлăхĕн шухăшĕпе ĕçлекенсене ютран кỹрсе киличчен хамăр патăмăрти çынсене ĕçе илме тăрăшмалла предприятисемпе организацисен, хуçалăхсен ертỹçисен. Акă, Елчĕкри кирпĕч заводĕнче, предприятие çĕнĕ инвестор килнĕренпе, юлашки вăхăтра ĕç условийĕсем те, ĕçшĕн тỹлесси те лайăхланнă. Кунта уйăхне вăтамран 8-9 пин тенкĕ тỹлеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин каланă тăрăх "Прогресс" хуçалăхра та унччен дояркăсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем çитмен пулсан, халĕ, фермăсене реконструкци тунă хыççăн, ĕç условийĕсем чылай çăмăлланнă. Çавăнпа фермăсене ĕçе кĕме ыйтакансем ытлашшипех. "Промсервис" ОООра, "Ритуал" ОООра та ĕç укçи лайăх тỹленĕрен пĕтĕмпе тенĕ пекех çамрăксем ĕçлеççĕ. Çавăнпа мĕн пур çĕрте ĕç условийĕсене лайăхлатас, ĕçшĕн тỹлессине ỹстерес тĕлĕшпе тăрăшмалла. Ун пек чухне ют çĕр-шыв рабочийĕсем те кирлĕ пулмĕç, терĕ вăл. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов районти çурхи уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене районĕпе 93 процент акнă. Акмалли чи пысăк лаптăк "Звезда" ОООра, ыттисенче ака ĕçĕсене паян-ыран вĕçлемелле. Канашлура пахча çимĕç, çĕр улми лартас ыйтăва та хускатрĕç. Хресчен-фермер хуçалăхĕсенче вĕсене çĕршер гектар акма вăй çитереççĕ, чылай пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем вара питĕ сахал акаççĕ, лартаççĕ. Сăмахран, "Кушкă" ЯХПКра çĕр улми лаптăкĕ 2 гектар çеç. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ: "Вĕсем тĕш тырă акса туса илнипех тупăш илесшĕн-и?" тесе каланине мĕн хирĕçлейĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика