14 мая 2011 г.
Çут тĕнчене килнĕ чылай çын пурнăç урапине малаллах кустарасшăн. Вĕсене çỹлти Турă та пулăшсах пырать пулĕ. Хăвăлçырма ялĕнчи Ардалион Ловкинăн ĕмĕчĕсем яланах пысăк пулнă. Шкул саккинченех хуçалăх ĕçне кỹлĕннĕ вăл. Нихăш ĕçе те тиркемен. Ĕне ферминче выльăх пăхакан пулса тăрăшнăскер Кỹлпуç хĕрĕпе - Валентинăпа çемье çавăрнă. Килĕшỹллĕ çемьере пилĕк ывăл çитĕннĕ. Валентина дояркăра вăй хунă чух ури тĕпне "вут хунă" евĕр чупнă çĕрте чупса, утнă çĕрте утса ĕçе çỹренĕ. Ачасене ирхине вĕри апат хатĕрлеме те, урисене ăшă çăм чăлха тăхăнтартса яма та ĕлкĕрнĕ. Скотник ĕçĕ те, доярка ĕçĕ те çăмăл мар. Çапах ырă-сывă çитĕнтернĕ Ардалионпа Валентина ывăлсене. Ачасем çитĕннĕ май йăваран саланнă. Пĕрисем хула, теприсем ял енне туртăннă. Çемьери виççĕмĕш ывăл Анатолий ялах юлас тенĕ. Ял пурнăçне чунтан парăннă каччă хушнă ĕçе тивĕçлипе, чунтан пурнăçлама тăрăшать. Ытти ял-йыш пекех çемйипе пĕрле вăл çурт-йĕр çавăрас шухăш-ĕмĕтне пурнăçланă. Ашшĕпе амăшĕ те, фермăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем, çамрăксене хавхалантарса пынă. Кивĕ çурт илсе çĕнĕ çурт лартасси çăмăл ĕç мар, чылай тар тăкмалла капăр кермен çĕклеме. Çурт лартас, ăна кирлĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтерес ĕçре "Çамрăк çемье" программа, амăшĕн капиталĕ пысăк пулăшу панă. Çемье пуçĕ Анатолий "АСК-Яльчики" ОООра вăй хурать. Халĕ кермен евĕр икĕ хутлă çуртра пурăнать çемье. Икĕ ывăл çитĕнтереççĕ çамрăксем. Тăрăшуллăскерсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. - Кил картинче выльăх сасси илтĕнни, сĕтел çинче хамăр лартса çитĕнтернĕ, хатĕрленĕ апат-çимĕç пулни - чи пахи, - тет кил хуçи хĕрарăмĕ. Маларах асăннă пулăшусемпе усă курма май туса панăшăн, çурт çĕклеме пулăшнăшăн вĕсем çĕр-шыв, республика, район ертỹçисене, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхне, "АСК-Яльчики" хуçалăх ертỹçине тата çывăх тăванĕсене пысăк тав сăмахĕ калаççĕ.