14 мая 2011 г.
Ачапа тăтăшах калаçни унăн пуплевне аталантарать. Çавăнпа та ачапа тăтăшах калаçма тăрăшăр. Апат пĕçеретĕр-и, е кил-çурта тирпейлетĕр, тумлантаратăр е салтăнтаратăр, вылятăр е уçăлса çỹретĕр унпа _ хăвăр мĕн тунине, мĕн курнине каласа кăтартăр. Ачашăн ку питĕ интереслĕ. Калаçнă чухне сăмахсене, предложенисене тĕрĕс калăр. Сирĕн предложени ача предложенийĕнчен 1-2 сăмах вăрăмрах пулмалла. Ачана уçă ыйтусем парăр. Ку ăна хуравра темиçе сăмахпа усă курма хистĕ. Сăмахран, "вăл вылять-и?" тесе ыйтас вырăнне "вăл мĕн тăвать?" тесе ыйтăр. Калаçура тăхтама вĕренĕр. Çак вăхăтра ачан каласа пама тата ыйту çине хуравлама май пултăр. Йĕри-таврари сасăсене, шава итлĕр. "Мĕн-ши ку?" Çак ыйтăва пама ан манăр ăна. Йытă вĕрнине, самолет кĕрленине, кайăк сассине ача лайăх уйăртăр, ăна евĕрлесе калама пултартăр. Ачана кĕске калав е истори каласа кăтартăр. Кайран ачаран мĕн асра юлнине каласа пама ыйтăр. Енчен те сирĕн ачан пуплевĕ сăмахсем енчен чухăн пулсассăн, ăна çĕнĕ сăмахсем кĕртсе пуянлатма пулăшăр. 5-6 сăмах суйласа илĕр те (теттесем, апат çимĕç тата ыт. те) ачана калăр. Вăл вĕсене сирĕн хыççăн каласа тухтăр. Малтанах сăмахсене ача тĕп-тĕрĕс каласса ан кĕтĕр. Çак сăмахсем пуплеве кĕчĕç пулсассăн тата 5-6 çĕнĕ сăмах илĕр те вĕсене калама вĕренĕр. Çакăн пек кашни кун ĕçлеме ан ỹркенĕр. Енчен те ача пĕр сăмахпа анчах усă курса калаçать пулсассăн, ăна кĕске фразăсемпе усă курма вĕрентĕр. Ку ĕçре ача калаçура усă куракан сăмахсенех илĕр. Тĕсне, виçине, мĕн ĕç тунине ыйтăр. Сăмахран, енчен те сирĕн ача "мечĕк" сăмаха калама пĕлет пулсассăн, ун çумне çак сăмахсене хушăр: "пысăк мечĕк", "Аньăн мечĕкĕ", "çаврака мечĕк" тата ытти те. Занятисене вăйă евĕр йĕркелемелле. Вăйăсем ачан астăвăмне тата тимлĕхне аталантараççĕ. Ача хăй тĕллĕнех калаçса каясса ан кĕтĕр. Унăн пуплевне маларах сăнаса, ăна пулăшса пымалла. Ку ĕçре сире логопед та яланах пулăшма хатĕр.