Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Икĕ тухтăр хушшинчи туслăх ...

14 мая 2011 г.

Улатăрпа Канаш хушшинче çỹрекен хулаçум пуйăс Йĕпреç странцине вăхăтрах çитрĕ. Вакунран аннă-анманах Михаил Покровский Андрей Алексеевăн сарлака ытамне кĕрсе ỹкрĕ. Пĕр-пĕрне хыттăн ыталарĕç çывăх туссем, пĕр-пĕринчен вĕçерĕнеймесĕр чылайччен тăчĕç çапла. "Нимĕн чухлĕ те улшăнман иккен санăн сăн-питỹ, - хăнана çурăмĕнчен çемçен çапса илнĕ май сăмах хушрĕ Андрей Алексеев. - Хусан университетĕнче вĕреннĕ чухне мĕнле пулнă, çаплипех юлнă". "Кăштах ỹстеререх каларăн, тусăм, - лăпкăнраххăн тавăрма тăрăшрĕ хăна, анчах тĕл пулу хăйне хумхантарса-пăлхантарса янине пытарма пултараймарĕ. - Эпĕ шĕлепкене хывман-ха. Хывсанах курăн акă манăн вăхăтсăр шуралнă пуçăма..." Тавçăруллă вулакансем çак çынсенчен пĕрне, Покровский хушаматлине палласа илчĕç пулĕ тетĕп. Ара, ун пирки Елчĕк тăрăхĕнче кăна мар, пĕтĕм Чăваш çĕр-шывĕпех легендăна кĕрсе юлма тивĕçлĕ халапсем çỹреççĕ те. Курнавăш ялĕнче çуралса ỹснĕ чапа тухнă тухтăрпа Йĕпреçре пурăннă Андрей Алексеев хушшинче çуралнă туслăх иккĕшĕ çут тĕнчерен кайнă хыççăн тин татăлнă. Мĕн пĕрлештерсе тăнă-ха вĕсене? Иккĕшĕ те халăх сывлăхне сыхлассине хăйсен тĕп ĕçĕ туса хуни, яваплăхпа тивĕçе чун-чĕре хушнă пек пурнăçлани, çынлăхпа сăпайлăха чи малти вырăна хуни! Çак икĕ чăваша Хусан университечĕн медицина факультетĕнче вĕреннĕ çулсем çывăхлатса туслаштарнă. Сăмах май калас-тăк, Покровскипе Алексеев пĕрремĕш тĕнче вăрçичченех чăвашсен хушшинче аслă пĕлỹ илнĕ тухтăрсенчен малтанхисем пулнă. Анчах диплом илнĕ-илменех ĕнерхи студентсен малтан Пĕрремĕш тĕнче (1914-1917 ç.ç.), унтан граждан (1918-1922 ç.ç.) вăрçисенче аманнă салтаксене вилĕмрен çăлса хăварма шăпа тухнă. Çапла вара вĕсем, хăйсен пĕлĕвĕсене çийĕнчех ĕçпе çирĕплетсе пырса, хирурги вăрттăнлăхĕсене академиксенчен кая мар алла илнипе палăрнă. Мирлĕ пурнăçа таврăнсан, Алексеевпа Покровский иккĕшĕ те тăван Чăваш çĕр-шывĕнчи халăх сывлăхне сыхлассишĕн ырми-канми хастарлăхпа вăй хума тупа тунă. Тупа сăмахĕсене тытнă вĕсем. Архивсенче упранакан документсенчен çакă паллă: Покровский Кĕçĕн Елчĕкри, унтан Шурутри больницăсене çĕнĕ варкăш кĕртнĕ, Алексеев Йĕпреç тăрăхĕнчи Пучинкери участокри сывлăх çуртне никĕсленĕ. Пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăнă вĕсем. Михаил Владимирович Улатăр хулине ĕçлеме куçсан, Андрей Алексеевич унпа тăтăшах тĕл пулса тăма тытăннă. Республикăри паллă тавра пĕлỹçĕ Алексей Краснов (1937-2006 ç.ç.) каланă тăрăх, Курнавăш чăвашне Улатăра ĕçлеме çак хула больницин тĕп врачĕ Иван Александрович Пигалев чĕнсе илнĕ-мĕн. Каярахпа икĕ врача тăванлăх туртăмĕ пĕрлештернĕ: Покровский Пигалевăн йăмăкĕпе çемье çавăрнă. Иван Александрович Нева çинчи хулана кайсан (вăл унти ординатурăра вĕреннĕ), Покровские тĕп врач тивĕçне пурнăçлама шаннă. Ку вăл 1927 çулта пулнă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан, Михаил Владимирович Сăр хĕрринчи хулара юлма пултарайман, вăл хăй ирĕкĕпе фронта кайнă. Кăткăс операцисене (хырăмлăхри шыçăсене касса илессипе, тĕнче çути сỹнсе пыракан куçсене ялтравлă хĕлхем парассипе, кăкăр шăммине, пуç мимине операци тăвассипе чапа тухнă) васкавлă йĕркепе пурнăçласа, çĕр-çĕр çынна (вăл университет пĕтерсе Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи тапраниччен тунă операцисен хисепĕ 10 пинрен те иртнĕ) иккĕмĕш пурнăç тавăрса панă хирург каллех ординатор вырăнне йышăннă. Инçет Хĕвел тухăçĕнчи Çар округĕн 35-мĕш армийĕн тĕп хирургĕн аллинчи скальпель выляса кăна тăнă. Яппун самурайĕсене çапса салатнă хыççăн 1946 çулта Покровский Улатăра таврăннă, хулапа район больницин тĕп врачĕнче, пенсие тухсан, хирурги уйрăмĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Вăл Тăван çĕр-шывăн чи пысăк наградине - Ленин орденне тивĕçнĕ. Вăрçă çулĕсенче юнпа çĕнсе илнĕ I степень Отечествăлла вăрçă орденĕпе "Çапăçури хастарлăхшăн", "Японие çĕнтернĕшĕн" медальсем çумне хутшăннă ордена уйрăмах пысăка хурса хакланă пирĕн мухтавлă ентеш. "РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ" хисеплĕ ят илнĕ, РСФСР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă Михаил Покровский ячĕпе паян Улатăрти пĕр урам хисепленет. Ырă тунă çыннăн сумлă та пархатарлă ĕçĕсем манăçăнмаççĕ, юратнă халăх асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕç. Шăпа 84 çул пурăнма сывлăх "парнеленĕ" Михаил Владимировича - шел, унăн çывăх тусĕ Андрей Алексеевич 62 çул кăна пурăннă. Вĕсем пĕр-пĕринпе юлашки хут Йĕпреçре, Алексеевăн 60 çулхи юбилейĕнче тĕл пулнă. Ку статья пуçламăшĕнче илсе кăтартнă курнăçу (вăл 1953 çулхи çурла уйăхĕнче иртнĕ) шăпах çав саманта сăнласа парать. Андрей Алексеевич хăй виличченех Покровский хирургăн меслечĕсене тĕпе хурса ĕçленĕ. Пучинкери участок больници тивĕçтерсе тăнă вун икĕ ял çыннисен хушшинче сывлăх хуралçи хисеплĕ, сумлă çын шутланнă. Тăван çĕр-шыв Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шуртан ялĕнче çуралса ỹснĕ тухтăра 1953 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чысланă... Паян Йĕпреçре Алексеевăн 3 ывăлĕпе 2 хĕрĕ тата мăнукĕсем пурăнаççĕ. Ачисем тахçанах тивĕçлĕ канура. Пĕр ывăлĕ Шупашкарта тĕпленнĕ: Георгий Андреевич Алексеев - ỹнерçĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ. Сăмах май калас-тăк, унăн мăшăрĕ Елчĕкрен, вăл Павел Семенович Щипцов çыравçăн тата журналистăн усрав хĕрĕ. Питех те шел, Лидия Георгиевна Алексеева (Князева) пилĕк çул каялла çĕре кĕнĕ. - Пирĕн аттепе Покровский хушшинчи туслăх мана та çĕнĕ картина çырма хавхалантарчĕ, - тет Георгий Андреевич. - Эпĕ ăна Йĕпреçри картинăсен галерейине парнелерĕм... Вăхăт тупса кайсах куртăм сăрă ăстин ĕçне. Галерея стенине çутă шевле сапса тăнăнах туйăнчĕ вăл мана: сĕтел хушшинче меллĕн вырнаçса ларнă икĕ чăваш, çĕр çинчи чи пархатарлă ĕçе суйласа илнĕскерсем, кăмăллă калаçу пуçарасшăн. Хăйсен сăнĕсем çинче - ăшă кулă йĕрри. Ахăртнех, çĕр-çĕр, пин-пин çынна вилĕмрен çăлса хăварма шăпа тухни хавхалантарать вĕсене. Тарăн шухăш палăртакан куçĕсенче - мĕн чухлĕ хĕлхем! Çăт! хупăнса тăракан тутисем иккĕшĕ те кĕç-вĕç уçăлса каяс пек. Уçăлас-тăк, вĕсем: "Эпир кун-çула тĕп-тĕрĕс пурăнса ирттертĕмĕр!" тесе калассăнах туйăнать...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика