14 мая 2011 г.
Çу уйăхĕн пĕрремĕш кунĕ. Ир-ирех канăçне çухатнă Елизавета Дмитриевнăпа Алексей Георгиевич. Кил хуçи хĕрарăмĕ тĕпел кукринчен пăрăнмасть. Ун çумĕнчех пулма тăрăшакан мăшăрĕ те ăшталанать, май пур таран ăна пулăшасшăн. Ачисем амăшĕпе ашшĕне ним хатĕрленме те хушман, анчах ватăсем ахаль лараяççĕ-и? Хаклă та кĕтнĕ хăнасене вĕсем хăйсем аллипе хатĕрленĕ чăвашсен тутлă та паха çимĕçĕсемпе сăйласшăн. Сысна-сурăхне йышлă усраççĕ, ачисене аш-пăшран татмаççĕ. Сĕтел çинче, авă, шăрттан тутлă шăршă кăларса ларать. Унччен те пулмасть, хапха умне çăмăл машина пырса чарăнчĕ. Лиза аппапа Алюш пичче хыпаланса урама васкарĕç. Машинăран илтĕнекен, чуна çĕклекен хаваслă юрă картишнех илтĕнет. ... Аттепе аннене ман курас килет, Çума-çумăн ларса калаçас килет... - Кольăн çемйи çитрĕ пулинех, Александр Васильев юррине вăл юрлама кăмăллать, - пĕр-пĕрне куçран пăхсах ăнланчĕç ватăсем. Çывăхра пурăнакан ывăл-хĕрĕсем час-часах килсе çỹреççĕ пулсан та, ачисене ялан хавас вĕсем. Ашшĕпе амăшĕн ылтăн туйĕнчен инçетрисем те юлмаççĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, çăмăл машинăсем пĕрин хыççăн тепри çуралса ỹснĕ тĕп кил умне çитсе ларчĕç. Пилĕк стеналлă йывăç çурт вĕлле хурчĕ пек кĕрлеме пуçларĕ. Елизавета Дмитриевнăпа Алексей Георгиевич пурнăç карапĕпе пĕр-пĕрне чун-чĕререн юратса, ăнланса ишме пуçлани нарăс уйăхĕнче 50 çул çитрĕ. Çак тапхăрта çанталăк миçе çĕр тĕрлĕ улшăннă, анчах Канжелевсен туслă çемйине сивĕ те хаяр çилĕ те сивĕтеймен, çĕр чĕтренмелле кисретекен аçа-çиçĕм те хăратайман. Вĕсен çемье карапĕ пĕр тикĕс, нимĕнле йывăрлăхсене пăхмасăр малалла талпăннă. Ултă тĕпренчĕке пурнăç парса анлă çул çине кăларнă. Халĕ вĕсен йăх-несĕлне тăхăр мăнукĕ тăсать. Епле савăнмăн? Канжелевсен тымарĕ Чăваш Енре кăна мар, Мускавра, Санкт-Петербургра, Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсенче малалла хунать. ...Лиза аппапа Алюш пичче шкул сакки çинчех пĕр-пĕрне ăшă куçсемпе пăхнă. Тăватă класран Лаш Таяпа шкулне утнă Çĕнĕ Эйпеç ачисем. Лизăн 7 класс пĕтернипех çырлахма тивнĕ. Саккăрмăшне кайма ашшĕ-амăшĕн 150 тенкĕ тỹлемелле пулнă, анчах çăкăрне çителĕклĕ çимен çемье ун чухлĕ укçа-тенкĕ ăçтан туптăр? Çитменнине Лизăсăр пуçне çемьере тата çичĕ ача çитĕннĕ. Малалла вĕренме тивменрен çамрăклах ĕçе кỹленнĕ хĕр. Фермăра тĕрлĕ çĕрте пилĕк авнă. Сакăр класс вĕреннĕ Алюш та малалла вĕренеймен. Вĕсен çемйи те ытлă-çитлĕ пурăнайман. Каччă та колхоз хирĕнче тăрăшнă. Пĕве çитсен йĕкĕт салтак ретне тăнă. Германинче виçĕ çул службăра тăнă А.Канжелев. Пĕр класра вĕреннĕ Лиза самантлăха та куç умĕнчен кайман. - Таса юратупа юратнă эпĕ. Халĕ те çав асамлă туйăм çухалман. Вăхăт иртнĕçемĕн тата вăйланса çеç пырать вăл, - тет сăмах çăмхине сỹтсе 73-ри арçын савнă мăшăрĕ çине ытарлăн пăхса. Лиза аппа та унпа килĕшет, чăннипех те ĕмĕр иртнине сиссе юлаймарĕç вĕсем. Ытла та хăвăрт шăвать-çке пурнăç урапин кустăрмийĕ. Тăхăр çул тĕп килте пурăннă хыççăн вĕсем пушă вырăна уйрăлса тухнă. Çити-çитмен пурнăç çамрăксен юратăвне аванах тĕрĕсленĕ. Çапах та йывăрлăх хăратман, шав малалла талпăннă ĕçлеме ỹркенмен мăшăр. Хуçалăх хирĕнче гектарĕ-гектарĕпе çум çумланă, миçе çĕр тонна пахча çимĕç туса илнĕ хĕрарăм алли? Алюш пичче электрике вĕренсе тухсан хуçалăхра тăрăшнă. Хăйĕн ĕçне тĕплĕ пурнăçланă вăл. Пĕрин хыççăн тепĕр ачине алла илсен Елизавета Дмитриевнăпа Алексей Георгиевичран телейлĕ çын та пулман-тăр. Тĕпренчĕкĕсене амăшĕн ăшшине, ашшĕн хỹтлĕхне чăннипех те панă вĕсем. Шкулта вĕреннĕ чухне те, кайран та ывăл-хĕрĕсемшĕн пит хĕретме тивмен. Алюш пичче те çамрăк чухне маххă паракан каччă пулман, ирĕклĕ майпа кĕрешсе районти акатуйсенче вăй виçнĕ. Ывăлĕсем те ашшĕнех хывнă, пирус туртмаççĕ, эрехпе иртĕхмеççĕ, спортпа туслă. Ачисене ура çине тăратма пĕрре те çăмăл пулман Канжелевсене. Ултă ачана сывă та тĕрĕс-тĕкел ỹстерессишĕн амăшĕпе ашшĕн çывăрман каçсем мĕн чухлĕ пулнине шутласа кăлараймăн. Ашшĕпе амăшĕ кунĕпе хуçалăх ĕçĕнче тар тăкса ĕçленĕ хыççăн та вĕсен килти ĕçĕсене тĕрĕслемесĕр канма выртманнине ачисем паян та аса илеççĕ. - Мĕн пĕчĕкрен атте-анне ĕç тĕлне кăтартса ỹстерни, тăвансемпе пĕр сăмахран пурăнма вĕрентни пурнăçри йывăрлăхсем умĕнче пуçа усма памаççĕ. Халĕччен атте-аннерен усал сăмах илтсе курман. Вĕсем пире пĕçерккĕ те паман. Пĕр сăмахран ăнланаттăмăр. Çемьере çирĕп воспитани хуçаланнă, - теççĕ пĕр тăвансем кăмăллăн. Вĕсем ашшĕпе амăшне çĕре çити пуç тайса тав тăваççĕ. Асли, Юрий, çар академийĕ пĕтерсен Нева хĕрринчи хулара службăра тăчĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Геннадий те пиччĕшĕнчен инçетре мар, Мускав хулинче хунав янă. Нина, Юлия, Николай, Валентина Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Николай милици подполковникĕ. Хĕрĕсем шурă халатлă ĕçченсен профессийĕсене суйласа илнĕ, тĕрлĕ çĕрте яваплă должноçсенче вăй хураççĕ. Ачисем те ватăсем пехилленĕ, ламран-лама пыракан хисепе малалла тăсассишĕн тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсенче тăрăшса вĕренеççĕ. Аслашшĕпе асламăшĕн, кукашшĕпе кукамăшĕн ылтăн туйне куç илмесĕр сăнаççĕ мăнукĕсем. Ватăсене ял-йыш, тăванĕсем, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕ, ачисем ĕçлекен вырăнсенчи пуçлăхсем Тав хучĕсемпе чыслани епле пысăк хисеп иккенне ăнланаççĕ çамрăксем. Ĕç ветеранĕсем хăйсене хисеп тума пуçтарăннă çынсене пĕртен- пĕрре килекен çутă ĕмĕре вĕсем пек чыслăн та шанчăклăн, юратупа пурăнса ирттерме пехиллеççĕ. Ват çынсен пехилĕ çамрăксем- шĕн темрен те паха. Хăнасене ăсатнă май Канжелевсен пỹрчĕ каллех пушанса юлчĕ. Ылтăн туй кĕрлесе иртрĕ тесе кулянса ларма вăхăт çук вĕсен: выльăх-чĕрлĕхне, чăххи-чĕппине пăхмалла, пахчара тĕрлĕ çимĕç ỹстермелле. Часах иккĕшĕ шăкăл-шăкăл калаçса хыçалти пахчана хăяр акма тухрĕç...