14 мая 2011 г.
Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Елчĕк район прокурорĕн çумĕ И.Романов, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва район пуçлăхĕ - Елчĕк район Депутачĕсен пухăвĕн ертỹçи Р.Молодова ертсе пычĕ. Депутатсем ларура кун йĕркине кĕртнĕ 7 ыйтăва пăхса тухрĕç. Пĕрремĕш ыйтупа - районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăçалхи пĕрремĕш квартал итогĕсемпе экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ П.Иванов тухса калаçрĕ. Пĕрремĕш кварталта районти промышленность предприятийĕсем 38,8 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Укçа-тенкĕн мĕн пур çăл куçĕнчен тĕп капитала пырса кĕнĕ инвестици калăпăшĕ 10,7 миллион тенкĕпе танлашнă. Пысăк тата вăтам предприятисенчи работниксен ĕç укçи кăçал, 2010 çулхи пĕрремĕш кварталпа танлаштарсан, 100,7 процент ỹснĕ, 8509,6 тенкĕпе танлашнă. Ял хуçалăхĕ район экономикин тĕп секторĕ шутланать. Районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕ вăл мĕнле ĕçленинчен нумай килет. Отчетлă тапхăрта мĕн пур категорири хуçалăхсенче 185 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх продукчĕсем, çав шутран пурĕ 891 тонна аш-какай (чĕрĕ виçепе), 6870 тонна сĕт туса илнĕ. Чи пысăк сăвăмпа палăрнă ял хаçалăхĕсем çаксем: "Победа" ООО (1724 килограмм), "Яманчурино" ООО (1656 килограмм), "Прогресс" ЗАО (1582 килограмм). Депутатсем районăн 3 уйăхри бюджетне пурнăçлани çинчен калакан отчета çирĕплетрĕç. Йышăну проекчĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Г.Анисимова паллаштарчĕ. Отчетлă тапхăрта районăн бюджечĕн тупăшсен пайĕ 85107 пин тенкĕпе (çулталăка пăхса хăварнă планăн 32,7 проценчĕ) танлашнă. Налукран тата налук шутне кĕмен тỹлевсен виçи - 8753,3 пин тенкĕ (çулталăка пăхса хăварнă планăн 19,5 проценчĕ пурнăçланнă). Çулталăкра республика бюджетĕнчен пырса кĕрекен каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ виçи 215430 пин тенкĕпе танлашмалла пулсан, отчетлă тапхăрта район бюджетне 76353,7 пин тенкĕ (çулталăкра пăхса хăварнă планăн 35,4 проценчĕ пурнăçланнă) пырса кĕнĕ. Иртнĕ çулхи пĕрремĕш кварталпа танлаштарсан вăл 38061,9 пин тенкĕ ỹснĕ. Укçа-тенкĕн виçи ỹснин сăлтавĕ 2010 çулта Комсомольски-Елчĕк-Аслă Таяпа-Шуршу çулĕсене юсас ĕçе пурнăçланăшăн тỹлеме кăçал 40000 пин тенкĕ субсиди уйăрнинче. Бюджетăн тăкаксен пайĕ 87782,9 пин тенкĕпе танлашнă (33,1 процент). Малалла депутатсем Елчĕк район муниципалитет харпăрлăхĕнчи хăш та пĕр пурлăха Елчĕк ял тăрăхĕн харпăрлăхне яланлăхах куçарассипе çыхăннă йышăну проектне çирĕплетрĕç, Елчĕк районĕн административлă комиссийĕн йышне улшăнусем кĕртрĕç, Елчĕк районĕнчи муниципалитет должноçĕсене тата муниципалитет службин должноçĕсене йышăнакансене ĕç укçи тỹлес ыйтăва пăхса тухрĕç. Ларура депутатсем Чăваш Ен Президенчĕн Михаил Игнатьевăн "Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене хушма пулăшу парасси çинчен" Указĕпе тата 2011 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче йышăннă "Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр пайĕсем парасси çинчен" Саккунĕпе килĕшỹллĕн харпăр хăй вăйĕпе пурăнмалли çурт, дача, хуралтă тума 3 тата ытларах ачаллă çемьесене тỹлевсĕр çĕр парас ыйтăва çĕклерĕç. Малашне районти нумай ачаллă çемьесене çурт лартма - 0,12 гектар, дача валли - 0,10, хушма хуçалăха аталантарма 0,20 гектар тỹлевсĕр çĕр уйăрма йышăнчĕç. Ларура ытти ыйтусене те хускатрĕç.