Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маларах акатăн - тырăллă пулатăн

11 мая 2011 г.

Район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, Аслă Çĕнтерỹ кунне хатĕрленсе ирттерес енĕпе йĕркеленĕ оргкомитет председателĕ Л.Левый Елчĕкре тата ялсенче уяв мĕнле иртни çинче чарăнса тăчĕ. Аслă Çĕнтерỹ уявне лайăх хатĕрленсе ирттернине палăртрĕ, уява йĕркелеме хутшăннă яваплă çынсене тав турĕ. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов районта çурхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ. "Прогресс" акционерсен хупă обществинче ака ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ пулсан, "Родник" хуçалăх паянхи кунччен те акма тухман. "Звезда" ООО, "Аранчеево" агрофирма" ООО, "Знамя" ЯХПК паянхи кунччен питĕ сахал акнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин çурхи ĕçсене хăвăртлатмаллине, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çак эрнере акса пĕтермеллине палăртса хăварчĕ. Ĕнесенчен сĕт сăвасси районĕпе 300 грамм чакнипе те килĕшсе лармалла мар. Районта шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В.Волков çурхи уявсем тĕпрен илсен йĕркеллĕ иртнине, çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлакан ĕç хатĕрĕсене, ытти пурлăха сыхламаллине палăртрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика