11 мая 2011 г.
Аслă Çĕнтерỹ пирĕн çĕр-шывшăн, çав вăхăтрах пирĕн районшăн та çăмăлпа килмен. Кашни çемьене пырса тивнĕ вăрçă вучĕ. Пирĕн районтан фронта 7 пин ытла çын тухса кайнă. Вĕсенчен çурри каялла таврăнайман - вăрçă хирĕсенче выртса юлнă. Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 66 çул çитнине халалланă мероприятисем çу уйăхĕн 8-мĕшĕнчех пуçланчĕç. Çак кун ял тăрăхĕсенчи кашни ялтах вăрçăран таврăнайманнисене тата таврăннă хыççăн пурнăçран уйрăлнисене, паян пурăнакан ветерансемпе тыл ĕçченĕсене чысласа палăксем умĕнче митингсемпе концертсем иртрĕç. Район центрĕнчи тĕп лапамра çак кун çамрăксем, Афган, Чечен вăрçисенче тата ытти хĕрỹ точкăсенче çапăçнă ветерансем "Чĕррисем асрах тытаççĕ" митинга пуçтарăнчĕç. Тĕрлĕ çулсенчи вăрçăсенче пуçĕсене хунисене асăнса вĕсем çар комиссариатĕнчен пуçласа Тĕп лапама çитиччен ялавсемпе факелсем йăтса утрĕç, палăксем умне чечексем хучĕç. Аслă Çĕнтерĕве халалланă тĕп мероприяти çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Тĕп лапамра иртрĕ. Çанталăкĕ те çак уявшăн савăнчĕ тейĕн: уяр та хĕвеллĕ кун кăмăл-туйăма çĕклерĕ. Ирех Çĕнтерĕве халалланă юрăсем янăрарĕç. Митинг ирттерекен вырăна лозунгсемпе, плакатсемпе, шарсемпе, чечексемпе тата ялавсемпе илемлетнĕ. Савăнăçлă митинга вăрçă участникĕсем, тыл ĕçченĕсем, предприятисемпе организацисен коллективĕсем, ял çыннисемпе хăнасем, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем пуçтарăнчĕç. Ветерансене хисеплĕ вырăна _ палăк умĕнчи саксем çине вырнаçтарчĕç. Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннă хисеплĕ çынсен, шел пулин те, йышĕ чакса пырать. Паянхи кун районта Аттелĕхĕн Аслă вăрçин 64 участникĕпе инваличĕ, 232 салтак арăмĕ, 1188 тыл ĕçченĕ пурăнаççĕ. Савăнăçлă митинга райадминистрацин культурăпа архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ уява. Çĕнтерỹ кунне халалланă театрализациленĕ представлени кашни çулах пуян содержаниллĕ. Уявра вăрçă умĕнхи тата вăрçă çулĕсенчи пурнăçа, Аслă Çĕнтерỹ кунне витĕмлĕн сăнарлама тăрăшаççĕ çулленех. Кунта Елчĕкри культурăпа кану центрĕн, ял тăрăхĕсенчи культура работникĕсен, ял хуçалăх ĕçченĕсен, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсен тỹпи пысăк. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕ. Мирлĕ халăх ĕçлет, канать, савăнать. Тĕп лапам тăрăх урапа кỹлнĕ икĕ лаша, вăкăр иртеççĕ. Ака-сухан ĕлĕкхи йăла-йĕркине кăтартса параççĕ ял çыннисем. Вăл йăла-йĕрке пирки вара эпир, çамрăксем, кĕнеке тăрăх анчах пĕлетпĕр. Турра кĕл тунă хыççăн суха пуç çумне тыр-пул ăнса пултăр тесе ал шăлли çыхса яраççĕ. "Алран кайми аки- сухи" юрăпа çивĕчĕсене тăсса янă, пилĕкĕсене çыхнă хĕрсем Тĕп лапам тăрăх иртеççĕ. Суха пуç умĕнче арçынсем пыраççĕ. Кунта ачасем те, килте ăсталанă кỹмесем туртса пыракан çамрăк ачасен амăшĕсем те пур. Чăвашăн чăн авалхи çи-пуçĕпе вĕсем кашниех: чăваш кĕписем, çăпатасем тăхăннă, тĕрĕллĕ саппунсем çакнă. Аллисенче - авалхи ĕç хатĕрĕсем. Çак йăла-йĕркене кăтартса пама "Прогресс" хуçалăх ĕçченĕсемпе (ертỹçи П.Скворцов) ял тăрăхĕсен культура ĕçченĕсем пысăк тăрăшулăх кăтартнă. Пурте хаваслă, тăрăшса ĕçлес кăмăл-туйăмлă. Анчах сасартăк мирлĕ те канлĕ пурнăç татăлать. Вăрçă пуçланнине, пирĕн çĕр-шыв çине фашистла Германи тапăнса кĕнине пĕлет мирлĕ халăх. Таврара бомбăсем, снарядсем сирпĕнеççĕ. Халăх шавласа каять. "Священная война" юрă янăрать, вăй питти арçынсем вăрçа кайма пуçтарăнаççĕ. Ĕлĕкхи йăлапа арçынсене салтака ăсатаççĕ. Вырăскассинчи "Шанăç" фольклор ушкăнĕ тата ытти культура ĕçченĕсем салтака ăсатас йăла-йĕркене витĕмлĕн кăтартса пама пултарчĕç. Чуна хумхатакан салтак юрри юрласа арçынсен ушкăнĕсем вăрçа тухса каяççĕ. Тылри халăх "Пĕтĕмпех фронтшăн, пĕтĕмпех - çĕнтерỹшĕн!" девизпа ырми-канми ĕçлет, фронта лавĕ-лавĕпе тĕш тырă, ăшă тумтир ăсатать. Лашасене халĕ арçынсем мар ĕнтĕ, хĕрарăмсемпе çул çитмен çамрăк ачасем çавăтса пыраççĕ. Мăшăрĕсем, ашшĕсем, пиччĕшсем вăрçă хирĕнче çителĕклĕн апатланччăр, ăшă тум тăхăнса фашистсене хирĕç вирлĕн çапăçчăр, тăшмана çĕр-шывран хăваласа Çĕнтерĕве çывхартчăр тесе хăйсем выççине пăхмасăр вăй хураççĕ вĕсем. Çапла. Çак хăрушă ỹкерчĕксене пăхса тăнă май чун çỹçенет. 1941-1945 çулсенчи вăрçăн тискер вăхăчĕсем куç умне тухса тăраççĕ. Раççей Федерацийĕн гимнĕ янранă май Аслă Çĕнтерỹ кунне халалланă митинг уçăлать. Пуçтарăннисен умĕнче чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин сăмах илчĕ. Кашнинех уяв ячĕпе саламланă май вăрçă вăхăтĕнче ентешĕмĕрсем пысăк паттăрлăх кăтартнине палăртрĕ вăл: - Ентешĕмĕрсен паттăрлăхĕ, хастар ĕçĕ нихăçан та манăçа тухмĕ. Вăл ĕмĕрсем тăршшĕпе сыхланса юлса çĕнĕрен-çĕнĕ ăрусен асĕнче пулĕ. Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне, паянхи ăрăвăн мирлĕ пурнăçĕпе çутă малашлăхне сыхласа хăварма пултарнăшăн ветерансен, тыл ĕçченĕсен умĕнче çĕре çити пуçăмăрсене таятпăр. Салам сăмахĕсем çумне Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова хутшăнчĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев тата Чăваш Ен Правительстви ячĕпе кашнинех уявпа саламларĕ вăл. Вăрçă хирĕсенче пурнăçĕсене хĕрхенмесĕр çапăçса, тылра ырми-канми ĕçлесе Çĕнтерĕве çывхартнă кашни çынна тав сăмахĕ каларĕ, вĕсемпе мăнаçланнине пĕлтерчĕ. Пуçтарăннисен умĕнче çавăн пекех Турхан ялĕнчен килнĕ вăрçă участникĕ Г.Яковлев сăмах илчĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсен ячĕпе тухса калаçрĕ вăл. Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем çамрăк ăру ячĕпе сăмах илчĕç. Унтан кашниех вăрçă хирĕсенче выртса юлнă, киле таврăнсан куçĕсене хупнă паттăрсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Акă Совет халăхĕ 1418 талăк кĕтнĕ Аслă Çĕнтерĕве сăнлани. Çĕнтерỹ салючĕ тỹпене çĕкленнĕ май халăх шавласа кайрĕ. Илемлĕн çуталакан çутăсем кăмăл-туйăма çĕклерĕç. Марш кĕввипе Тĕп лапамра çĕр-шывăн пулас хỹтĕлевçисем - çамрăк армеецсем утса иртрĕç. Чĕресенче мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕç вĕсем. "Пирĕн асаттесемпе мăн асаттесем - Çĕнтерỹ паттăрĕсем" акци участникĕсем - ачасемпе çамрăксен общество пĕрлешĕвĕсен членĕсем аллисенче аслашшĕсемпе мăн аслашшĕсен сăн ỹкерчĕкĕсене йăтса Тĕп лапам тăрăх иртни уявăн хумхануллă саманчĕ пулчĕ. Вăрçăра пуç хунисене чысласа палăк умне район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе ĕçченĕсем чечек кăшăлĕсем хучĕç. Çакăн хыççăн ветерансем Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, "Единая Россия" фракци членĕ Павел Семенов çулсеренех хăналакан салтак пăттине тутанчĕç, уяв кĕрекине вырнаçнă май пĕр-пĕрин сывлăхĕпе кăсăкланчĕç. Çĕнтерĕве халалланă уяв программи малалла тăсăлчĕ. Уява Елчĕкри культурăпа кану центрĕн, ял тăрăхĕсен культура ĕçченĕсен, искусство шкулĕн вĕренекенĕсемпе преподавателĕсен, Елчĕк шкулĕнче пĕлỹ илекенсен юрри-кĕвви, сăввисем илем кỹчĕç. Вăрçă темипе шăраннă юрă-кĕвĕ патриотла туйăм çуратрĕ. Халăх уявпа питĕ кăмăллă юлчĕ. Тăнăçлăхпа мирлĕ пурнăçа упраса хăварнă ветерансен умĕнче тепĕр хут çĕре çити пуçăмăрсене таяр. Тавах сире, хаклă çыннăмăрсем, телейлĕ пурнăçшăн. Çĕр çинче вăрçă тек нихăçан та ан пултăр. Уяв пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренекенсен эстафета чупăвĕпе вĕçленчĕ. Кашни командăра виçшер хĕр ачапа арçын ача, вĕсем 400 метра чупрĕç. Тĕп шкулсен ушкăнĕнче финиша чи малтан Кĕçĕн Таяпа шкулĕн команди çитрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Чăваш Тăрăм тата Патреккел шкулĕсенче вĕренекенсем йышăнчĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсен ушкăнĕнче Елчĕксем çĕнтерчĕç. Çирĕклĕ Шăхаль тата Курнавăш шкулĕсенче вĕренекенсем дистанцие иккĕмĕш тата виççĕмĕш вĕçлерĕç. Сăн ỹкерчĕксенче: уяв саманчĕсем.