11 мая 2011 г.
Юрă, ташă - чун уççи тесе ахальтен каламаççĕ çав. Çуркуннепе Ĕç уявне халалласа Кивĕ Арланкассинчи культура çуртĕнче савăнăçлă кану каçĕ иртрĕ. Кунĕпе ĕçлесе ĕшеннĕ халăх кăмăлтанах пуçтарăнчĕ унта. Кану каçĕнче И.Ефремова çуралнă кун ячĕпе, Л.Воронцовăна 50 çулхи, А.Воронцова 60 çулхи юбилейĕсемпе саламласа тĕрлĕрен юрă-кĕвĕ шăранчĕ. Алина Егорова хăйĕн ашшĕпе амăшне чун-чĕререн тав сăмахĕсем каласа вĕсен юратнă юррине шăрантарчĕ. Вăл кỹршĕ районтан, Патăрьелĕнчен, хăйĕнпе пĕрле "Ăраскал" эстрада ушкăнне те илсе килнĕ. Эх, янăратрĕç вара чăннипех те чуна çĕклентерекен савăк юрăсене. Вĕсемпе пĕрле кану каçне пуçтарăннă халăх та юрларĕ, ташларĕ. Чун кĕвви чуна çĕклет, тата та савăкрах пурăнас килет.