Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĂВАШРАН САНКТ-ПЕТЕРБУРГ ТАРАН ЕЛЧĔК ЕН! САН ЫР ЯТУ КĔРЛЕТ ПАЯН...

11 мая 2011 г.

Хаклă редакци! Эпир, Елчĕкри искусство шкулĕнче ĕçлекенсем тата вĕренекенсем, кăрлач уйăхĕн 29 - мĕшĕнче кун çути курнă райхаçатра Санкт-Петербург журналисчĕн Павел Марковăн "Ан ыраттар чун чĕрене, Скрипач!" ятлă сăввине хумханса вуларăмăр. Савăнтăмăр, тĕлĕнтĕмĕр! Пирĕн ентеш, Аслă Пăла Тимешĕнче çуралса ỹснĕ Николай Васильевич Осипов музыкант, талантлă скрипач Раççей шайĕпе чапа тухнă иккен ! Ун çинчен тĕплĕнрех пĕлме май çук-ши? ...Ленинград. 1967 çул. Нева çинчи шĕкĕр хулари, Сестрорецк районĕнче шкул ачисен пултарулăх конкурсĕ пырать. Акă, шкул ачисен хорĕ "Соловьем залетным" юрăпа залра ларакансене килентерет. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă фронтовиксем чăтаймаççĕ, куççулĕсене шăла-шăла илеççĕ. Юрă вĕçленсен те зал пĕр хушă хускалми ларать. Акă, ветерансенчен пĕри чăтаймасть, кăвар тĕслĕ розăсен çыххине çĕклесе сцена çине утса тухать те хор руководительне Николай Осипова тав тума пикенет. Унтан ăна Мускаври Кремльти концерта хутшăнма чĕнсе йыхрав хучĕ парать. Жюри комиссийĕ те Николай Васильевич Осипов музыкантăн пуян репертуарне çỹллĕ шая хурса хаклать. Кам-ха вăл Николай Васильевич Осипов, Елчĕксен ырă ятне унчченхи Ленинградра, хальхи Санкт - Петербургра çỹллĕ шая çĕкленĕ маттур чăваш? Николай Васильевич 1935 çулхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче Аслă Пăла Тимешĕнче çуралнă. Осиповсен йышлă çемйинчи ачасем мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ỹснĕ. Çурла тытса ыраш вырнă чухне, пĕчĕк Миккалай аллине ăнсăртран касса суранлатсан, амăшĕ ăна çапларах сăмахсемпе йăпатнă: "Алла çурла тытмасăр - çăкăр хакне чухлаймăн çав, ывăлăм!" Вăрçă вăхăтĕнче, 1943 çулта, Коля Осипов тăван ялĕнчи шкула пĕрремĕш класа вĕренме каять. Тăрăшуллă та сăпайлăскер, 1950 çулта вăл Аслă Пăла Тимеш шкулĕнчен Мухтав грамотипе вĕренсе тухать. Мĕн ачаран учитель пулма ĕмĕтленнĕскер, Патăрьелĕнчи педучилищĕне экзамен тытма çула тухать. Телейĕ пулнă çав Осиповсен тĕпренчĕкĕн! Вăл ытти маттур яш - кĕрĕмпе пĕрле студент ятне тивĕçет. Тепĕр тăватă çултан Николай Васильевич пуçламăш шкулăн учителĕн квалификацине илсе инçетри Ленинграда çитет. Аслă пĕлỹ илес тĕллевпе вăл конкурс али витĕр тухса Ленинградри А.И. Герцен ячĕллĕ патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕрет. Çакăнта вăл пĕр харăсах икĕ факультетра (музыка тĕлĕ-шĕпе тата физика-математика енĕпе) ĕлкĕрсе пырать. Ăна музыка искусствин ăсталăхне алла илме хăнăхтараканнисем - тĕнчипе паллă музыковедсем - Григорий Фесечко, Иван Макаров сĕрме купăс ăстисем, Нина Хромова фортепианист тата Антонина Логашова дирижер пулнă. Дипломлă каччăна Николай Осипова Выборг районĕнчи Приморскинче вырнаçнă вăтам шкула ĕçлеме яраççĕ. Кунта вăл виçĕ çул (1960- 1963) тăрăшать. Вăл ертсе пынипе Приморски вăтам шкулĕнчи учительсен хорĕ Ленинград облаçĕнче темиçе хутчен лауреат тата дипломант ятне тивĕçет. Шкул ачисене сĕрме купăспа пианино анчах мар, мандолинăна алла илме те пулăшнă Осипов чăваш. Ăста музыкант пулнине шута илсе тата искусствăри ỹсĕмĕсене кура, Николай Васильевича Ленинградри Сестрорецки районĕнчи 466-мĕш номерлĕ вăтам шкул директорĕ хваттерпе тивĕçтерессипе илĕртсе хăйĕн коллективне чĕнсе илет. Çакăнта вăл 1968 çулчченех ачасене музыка вĕрентет. Вăл ертсе пынипе шкул ачисен хорĕ каллех тĕрлĕ конкурссенче, концертсенче çĕнтерсе лауреат ятне тивĕçет. Николай Осипова хăй маларах вĕреннĕ пединститутра анчах мар, ытти чылай вĕренỹ заведенийĕсенче ĕçлеме тỹр килет. Ленинградри инженерипе строительство, Ленсовет ячĕллĕ технологи институчĕсенче, çар училищинче тăрăшнă вăл. 1997 - 2007 çулсенче Санкт-Петербургри патшалăх архитектурăпа строительство университечĕнче физика предмечĕн преподавателĕ пулса вăй хуни унăн биографине татах та пуянлатрĕ. Çар чаçĕсенчи салтаксемпе офицерсемшĕн те Осипов музыкант кĕтнĕ хăна! Талантлă çыннăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ пулать иккен. 1967 - 1969 çулсенче Ленинград хулинчи халăха вĕрентес ĕç пайĕ йĕркеленĕ тăлмачсен курсĕнче вĕренет Николай Васильевич. Çакă ăна гид -экскурсовод пулса ĕçлеме, хăйĕн пуян эрудицине татах та анлăлатма май панă. Чăваш халăхĕн фольклорĕн тĕпчевçи, уйрăмах " Асран кайми аки - сухи" тата " Уй варринче лаштра юман " юрăсене килĕштерекен Николай Осипов Елчĕкри краеведени музейĕпе тачă çыхăнура. Çакăн çинчен музей ертỹçи Валентина Григорьевна Вастулова ăшă кăмăлпа аса илет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика