Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ăçта çỹретĕн эсĕ, ачам, çĕрле?"

11 мая 2011 г.

Район администрацийĕн ларусем ирттермелли пĕчĕк залĕнче райадминистраци çумĕнче ĕçлекен административлă комиссин ларăвĕ иртрĕ. Ăна комисси председателĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый ертсе пычĕ. Ларура пурĕ 4 ĕç пăхса тухрĕç. Çав шутран 2 тĕслĕхĕ граждансем хуçалăхĕсенчи чĕр чунĕсене тытас йĕркене пăхăнманнипе çыхăннă. Чăваш Республикин административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан саккунĕн 115 статйинче палăртнă йĕркесене пăснăшăн (килти чĕр чунсене тытас йĕркесене пăхăнманшăн) уйрăм çынна 500 тенкĕрен пуçласа 1000 тенкĕ таран, должноçри çынсене вара 25 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ. Яманчỹрелти М.-на тата А.-на йыттисене кăкаркăçра тытмасăр ирĕкре çỹретнĕшĕн айăпласа штраф парса хăварчĕç. - Маларах пирĕн пулнă, халĕ тахçантан пĕрре анчах килсе каять вăл йытă. Кирлĕ мар вăл мана. Милицин ялти участковăй уполномоченнăйне персе пăрахма ыйтрăм эпĕ ăна, персе пăрахман халĕ те, - тỹрре тухма тăчĕ А. Унăн йытăран хăтăлас тесен милицин участокри уполномоченнăйĕнчен мар (йытăсене персе çỹреме вĕсен ирĕк çук), выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти ветеринари станцине заявлени тăратмаллине хыпарларĕç комисси членĕсем. Ирĕкре çỹрекен йытăсем иртен-çỹрене çыртма, çав вăхăтрах вĕсем уртаракан чирпе чирлĕ пулса граждансене сывлăх тĕлĕшĕнчен пысăк сиен кỹме пултарнине йытă хуçисен манмалла мар, вĕсене кăкаркăçра тытмалла. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен районти ветеринари станцийĕн начальникĕ А.Скворцов пĕлтернĕ тăрăх, республикăра йытăсем уртаракан чирпе чирленĕ 36 тĕслĕх тупса палăртнă. Пирĕн районта хальлĕхе çакăн евĕр тĕслĕх пулман. Елчĕкри П.-на вара комисси уйрăм предприниматель евĕр регистрациленмесĕрех суту-илỹ ĕçĕпе аппаланнăшăн, çав вăхăтрах юраман вырăнта ваккăн суту-илỹ тунăшăн айăпларĕ. Курнавăшри информаципе культура центрĕн ертỹçи çĕрле 10 сехет иртнĕ хыççăн асăннă çуртра çул çитмен çамрăксене тытăнса юлма ирĕк панăшăн айăпланчĕ. Чăваш Республикин 24.1. статйипе килĕшỹллĕн, 18 çула çитмен ачасене обществăлла вырăнсенче çỹреме ирĕк панăшăн ашшĕ-амăшне 100 тенкĕрен пуçласа 500 тенкĕ таран штрафлаççĕ. Çула çитмен ачасем каçхине 10 сехет иртсен пулакан предприятисемпе организацисен, культура çурчĕсен, кафе-барсен тата ыт. те хуçисене е ертỹçисене 1 пин тенкĕрен пуçласа 3 пин тенкĕ, юридика сăпачĕсене 3 пин тенкĕрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран штрафлаççĕ. Маларах асăннă тĕслĕхсем ыттисене йăнăшасран асăрханма пулăшсан тем пекехчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика