Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суя СМС кĕсьене çỹхетет

11 мая 2011 г.

Юлашки вăхăтра СМС-пĕлтерỹсемпе граждансене улталанă, çавна май вĕсем преступниксен счечĕсем çине хăйсемех укçа куçарнă тĕслĕхсем пайтах. Преступлени схеми çапларах. Ултавçăсем "+442032892491" номертен (ытти номер те пулма пултарать) СМС-пĕлтерỹ яраççĕ. Хăйсене банкăн хăрушсăрлăх служби вырăнне хурса карточкăсене блокировка туни пирки пĕлтереççĕ вĕсем. Çак чăрмава сирме вара карас çыхăнăвĕн операторĕн счечĕ çине укçа куçарма ыйтаççĕ. Е çакăн евĕр текст килнĕ тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Сирĕн карточкăна блокировка тунă, ăна пăрахăçлама талăкĕпех ĕçлекен службăна 8(968) 859-66-57, 8(967)028-49-22 (урăх номерсем те пулма пултараççĕ) шăнкăравлама ыйтаççĕ. Çавăн пекех сиртен карточка номерне е хỹтлĕх кодне те ыйтма пултараççĕ ултавçăсем. Çакă вĕсене сирĕн карточка çинче тăракан укçана вăрлама май парать. Банк ĕçченĕсем çакнашкал пĕлтерỹсем яманнине, карточка номерĕсемпе кодсене нихăçан та ыйтманнине халăхăн асрах тытмалла. Иккĕленỹ çуралсан сире карточкăсемпе тивĕçтернĕ банксене шăнкăравласа карточка çинчи укçа-тенке тĕрĕслеме ыйтаççĕ йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика