Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак çулĕ çăмăл мар

11 мая 2011 г.

Асаттепе асанне - Венямин Дмитриевичпа Александра Александровна Дмитриевсем пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ: виçĕ ывăл та икĕ хĕр. Икĕ хĕрĕ, Полинăпа Лиза, амăшĕ пекех ырă та ĕçчен пулма тăрăшнă. Митя, Павел, Саша ашшĕне хывнă, хăйсене пĕчĕкренех салтак пулма хатĕрленĕ, яланах хăюллă та паттăр пулма тăрăшнă. Хĕллехи вăхăтра арçын ачасем юртан окопсем туса вăрçăлла вылянă. Шкулта иртекен "Зарница" тата "Орленок" çар вăййисем валли автомат макечĕсене хăйсемех ăсталанă. Ялти шкулта пулса иртекен йĕлтĕр ăмăртăвĕсене те хутшăнмасăр юлман пĕр тăвансем. Спортра хастар пулнипе районти ăмăртусенче шкул чысне хỹтĕленĕ. Вăхăт пĕр шелсĕр чупать. Атте, Павел Веняминович Дмитриев, хăй çар ретне тăнине çапла аса илет: "Салтака эпĕ 1981 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче кайрăм. Чăвашăн йăли-йĕркине пăхăнса ăсатса ячĕ мана ял-йыш. Тутăр вĕçтерсе, салтак юрри юрласа тăвансенчен уйрăлни паян кун та асрах". Кĕске хушăрах маттур та хăюллă салтак пулса тăнă Павел Дмитриев. Интернационалла тивĕçе пурнăçлама ăна шăпа Афганистана çул уйăрнă. Вĕренỹре те, çар операцийĕнче те ырă тĕслĕх кăтартнăран вăл тăракан çар чаçĕн командованийĕ асаттепе асаннене Тав çырăвĕ янă. Хăйĕн пĕр çырăвĕнче те атте хăй ăçта службăра тăнине хыпарламан. Халĕ те вăл çав çулăмлă кунсем çинчен пит аса илесшĕнех мар. Çапах та эпĕ тилмĕрнĕрен кăмăлĕ уçăлса каять те калаçăвне майĕпен пуçлать: "Салтак ретне тăрсанах пире Беларуçе илсе кайрĕç. Сывлăш десант çарне лексен ултă уйăх парашютпа сикме, çар ĕçне вĕрентĕмĕр, йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхрăмăр. Афганистан çĕрĕ çине эпир 1982 çулта хĕл иртсен самолетпа вĕçрĕмĕр. Пĕр самолет тулли салтак, тин кăна вун саккăр тултарнăскерсем. Ултă уйăх Кабул хулине сыхларăмăр. Вăл тусем хушшинчи айлăмра вырнаçнă. Душмансем тусем хушшинчеччĕ. Сăрт-ту хушшинчи ялсем те чылайччĕ. Вырăнти халăх пире тараватчĕ, эпир вĕсен йăли-йĕркипе кăсăкланаттăмăрччĕ. Халăх чухăн пурăнатчĕ, çава мĕнне пĕлместчĕç, çурлапа выратчĕç. Çĕклемсене ашакпа турттаратчĕç. Каярах пирĕн батальона Балшан провинцие илсе кайрĕç. Çанталăк питĕ шăрăхчĕ. 45-50 градус вĕрие те хăнăхма пулать иккен. Шыв - чи хаклă пуянлăх унта. Таçтан машинăпа илсе килетчĕç ăна. Анчах вăл та пулин тăварлăччĕ. "Эх, ĕçсе курасчĕ-çке Хăвăл-çырма çăл куçĕнчи тăп-тăрă шыва!" - пĕрре мар ĕмĕтленнĕ эпĕ çакăн пирки. Балшанра хамăр районти Тỹскел каччипе Юрий Черновпа тĕл пултăмăр. Унпа юнашар палаткăсенче пурăнаттăмăр. Тăванран та çывăхчĕ вăл маншăн. Вăл баянпа, купăспа питĕ ăста вылятчĕ. Пĕррехинче, пушă вăхăтра, иксĕмĕр чăваш кĕввисене выляса кăтартрăмăр: вăл купăспа, эпĕ - кашăкпа. Чăваш кĕвви-çемми командирсене те килĕшетчĕ. Чăваш воин-интернационалистсем хăйсен ятне яман, çĕр-шыв чапне çỹлте тытнă". Аттене итленĕçемĕн итлес килет. 1983 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче тăван яла килнĕ вăл. Хăйĕн шăллĕне, Сашăна, салтак пурнăçĕн йывăр шăпипе паллаштарнă. Саша пичче атте пекех Афган çĕрĕ çине çитсе курма пултарасса ун чухне шутламан та пулĕ. Саша салтак ретне тăрас умĕн тăватă юлташĕпе Канашра водителе вĕреннĕ. Пĕлме пултарнă-и Хăвăлçырма ялĕнчи тăватă йĕкĕт ун чухне хăйсем Афган вăрçине лекессе? Асаннен чун-чĕри мĕнле тỹснĕ-ши хăйĕн кĕçĕн ывăлĕ те Афган çĕрĕ çине каяссине пĕлсен? Юлташсем - Саша Дмитриев, Володя Казаков, Валерий Александров, Владик Волков пĕр кунтах - 1984 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче салтак аттине тăхăннă. Икĕ уйăх вĕреннĕ хыççăн Афганистана куçарнă. Унта вара ачаран пĕрле выляса ỹснĕ йĕкĕтсен çулĕ тĕрлĕ енне уйрăлнă. "Юлташсем нумайччĕ, анчах ентешсенчен уйрăлма йывăр пулчĕ, - аса илет халĕ Владимир Казаков. Чикĕ урлă машинăпа илсе кайрĕç, малалла - вертолетпа. Эрне иртсен эпир пĕрремĕш хут рейса тухрăмăр. Самолетсем валли краççын турттараттăмăр эпир. Икĕ çула яхăн Баграм хулинче тăракан транспорт çар батальонĕнче машинăпа çỹрерĕмĕр, пилĕк хулари сĕрмелли тата çунтармалли материалсен склачĕсене краççынпа тивĕçтерсе тăтăмăр. Кашни каймассерен çул çинче душмансем тĕл пулатчĕç. Автоматран пени те сахал мар пулнă. Хăш чухне душмансем машинăсене те çунтарса яратчĕç. Аякри тăвансем тăван ялта кĕтни, юратнă хĕртен ăшă çырусем илни вăрçă хирĕнчен ырă-сывă таврăнма вăй пачĕ пулинех мана". Тăватă юлташ, Афган çĕрĕ çинче уйрăлнăскерсем, 1986 çулта çуллахи ăшă кунсенче пĕр-пĕринпе тĕл пулнине, вĕсен савăнăçне хут çине çырса та кăтартма çуккине палăртса хăварар. Юлташсем чăн-чăнах паттăр пулни çинчен вĕсен наградисем те кăтартса параççĕ. Тĕслĕхрен манăн аттен шăллĕн, Александр Вениаминович Дмитриевăн, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ те пур. Пирĕн пĕчĕк ялтан çеç вун тăваттăн пулнă Афганра. Чи малтанах - Юрий Краснов. Ун хыççăн кашни çулах, çарсене унтан илсе тухичченех, ял-йыш камшăн та пулин куляннă. Чи юлашкинчен Афган çĕрĕ çинче Валерий Галкин пулнă. Хальхи вăхăтра воин-интернационалистсем, Сергей Владимирович Дмитриевсăр пуçне, пурте ырă-сывă, çемьеллĕ пурăнаççĕ. Чăннипех мухтанма пултаратпăр эпир хамăрăн тăвансемпе, ентешсемпе. Мĕн чухлĕ вĕсенче хăюлăх, паттăрлăх, çĕр-шыва юратни. Вĕсем пирĕншĕн, хальхи çамрăксемшĕн, тĕслĕх вырăнĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика