Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Елчĕксем турнирта çĕнтернĕ

11 мая 2011 г.

 Аслă Çĕнтерỹ кунĕ Елчĕкри тĕп стадионта ял тăрăхĕсенчи футболистсен çурхи турнирĕн финалĕ иртрĕ. Пĕрремĕш çурма финалта Çирĕклĕ Шăхаль тата Тăрăм ял тăрăхĕсен командисем вылярĕç. Çирĕклĕ Шăхальсем 2:0 шутпа çĕнтерсе финала тухрĕç. Тепĕр çурма финалта Елчĕк тата Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсен футболисчĕсем тĕл пулчĕç. Елчĕксем 4:1 шутпа çĕнтерчĕç. Кăçалхи финалта, пĕлтĕрхи пекех, Çирĕклĕ Шăхаль тата Елчĕк ял тăрăхĕсен командисем вылярĕç. Иртнĕ çул ăнăçу Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн команди енче пулнăччĕ. Виçĕм кунхи тĕл пулу та çивĕч иртрĕ. Пĕрремĕш таймра стадион хуçисем хăнасен хапхине икĕ мечĕк тапса кĕртрĕç. Иккĕмĕш таймра Çирĕклĕ Шăхальсем вăйă шутне танлаштарма пултарчĕç. Çĕнтерỹçĕне палăртма командăсем 15-шер минутран тăракан тата икĕ тапхăр вылярĕç. Кунта Елчĕксем пултаруллăрах пулчĕç. Вăйă 4:3 шутпа вĕсем çĕнтернипе вĕçленчĕ. Турнирта чи лайăх вылякан футболистсене палăртрĕç. "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята Александр Лапшин (Çирĕклĕ Шăхаль) тивĕçрĕ. "Чи лайăх вратарь" тата "Чи лайăх хỹтĕленсе вылякан" ятсене Елчĕк командинчи А.Ишмуратовпа А.Кириллов çĕнсе илчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика