Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куç айĕнчи пуля

07 мая 2011 г.

Куç айĕнчи пуля Елчĕкре пурăнакан Галина Щипцова (Петрова) Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă ашшĕн докуменчĕсене тирпейлĕн упрать. А.П.Петров Турхан ялĕнче 1910 çулта çуралнă. 1931 çулта "Звезда" колхоза кĕнĕ. Çак çул ăна вырмара тăрăшса ĕçленĕшĕн районтан 350 тенкĕ преми параççĕ. Алексей Петров хăйĕн хастарлăхне пула ĕç картлашкипе малалла ỹссе пырать. Пуçлăхсем çамрăка çĕр виçекенсен курсне яраççĕ. 1939 çулта вăл счетоводсен курсне пĕтерет. Ултă уйăх большевиксен партийĕн Тĕп комитечĕ çумĕнче партипе комсомол тата колхоз, совхоз, МТС производство активĕн курсĕн чăваш уйрăмĕнче пĕлỹ пухать, ăна "4" паллăпа пĕтерет. Районти ударник колхозниксен 5-мĕш слечĕн делегатне те суйлаççĕ ăна. Колхозра вăл счетовод тивĕçĕсене пурнăçласа пырать. А.Петров 1941 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче фронта тухса каять. Новосибирск хулинче полк шкулĕнче кĕçĕн командира вĕренет. Отделени командирĕ пулса 1942 çулхи нарăсăн 17-мĕшĕнче вăрçа кĕрет. Унăн çар специальноçĕ - минер-подрывник. Аллине суранлатнă хыççăн сипленет. 1942 çулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 25-мĕшĕччен Турхан каччи хальхи Ульяновск облаçне кĕрекен Мелекесс хулинче 1654-мĕш номерлĕ госпитальте сипленет. Çак çулах чăваш каччине взвод командирĕ пулма уйăрса лартаççĕ. Тĕрлĕ фронтсенче çапăçма тỹр килет ăна. Мина лартма кайсан Алексей Петров юлташĕсемпе нимĕçсен кĕçĕн командирне тыткăна илет. Çар заданине пурнăçласа чукун çул кĕперне сывлăша сирпĕтет. Дунай урлă каçнă чухне А.Петров командир ертсе пыракан салтаксен ушкăнне юхан шыв леш енне вĕрен карма задани параççĕ. Салтаксем тăхлан çумăр витĕрех тепĕр енчи çырана çитеççĕ. Анчах пурте мар: çичĕ çынран виççĕшĕ çеç. Командира задание пурнăçланă чух паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлаççĕ. А.Петров тăватă хутчен аманать, госпитальсенче пурĕ 300 кун выртать. 1944 çулта госпитальте выртнă чух суранĕ çăмăллансан повар тата санитар пулса вăй хурать. Фашистсен пули ун куçĕ айĕнче тăнă. Ăна хăюллă çапăçнăшăн вунă орденпа медаль парса чыслаççĕ: Хĕрлĕ Çăлтăр, Тăван çĕр-шыв вăрçин 2-мĕш степень орденĕсем, "Хастарлăхшăн", "Çапăçура палăрнăшăн", "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн", "Германие çĕнтернĕшĕн" тата ытти медальсем. Унăн кăкăрĕ çинче "Отличный минер" паллă çакăнса тăнă. Европăри хуласене ирĕке кăларнăшăн панă Тав хучĕсем те килти архивра чиперех упранса юлнă. Хăш-пĕрне Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейне панă. 1945 çулхи юпа уйăхĕнче Петров сержант, Берлина çитнĕскер, килне таврăнать. Тăван колхозра тĕрлĕ ĕçре вăй хурать. Вăл аслă конюхра, счетоводра, столовăй заведующинче ĕçленĕ. Хастар ĕçшĕн Алексей Петрович "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçет. Чăваш каччи 18 çулта чухнех Патăрьел районĕнчи Кивĕ Туçа хĕрĕпе - Варвара Сергеевна Воробьевăпа çемье çавăрнă, вĕсем 50 çул ытла пĕрле пурăннă. Тăхăр ача çуратса ỹстернĕ: пилĕк хĕр тата тăватă ывăл. А.П.Петров 1994 çулта çĕре кĕнĕ. Куç айĕнчи пулипе пĕрлех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика