07 мая 2011 г.
"Аттен тĕреклĕ çурăмĕ хыçĕнчи хỹтлĕхре çитĕнеймерĕмĕр эпир", - тет Аслă Елчĕк ялĕнче пурăнакан Зоя Большакова. Ман ума вăл ашшĕ вăрçăран янă пĕртен-пĕр çырăвне кăларса хурать. 1943 çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче çырнă ăна. "Ну, салам, Наçтук. Мĕнле пурăнатăр? Ачасем мĕнле пурăнаççĕ?..." Çапла пуçланаççĕ çырури йĕркесем. Малалла вăл хăйĕн пурнăçĕ пирки хыпарланă. Çапах та вăрçăн хĕн-асапĕ пирки пĕр сăмах та хускатман. Мăшăрне кулянтарасшăн пулман ахăртнех. Килĕнче юлнă хăйĕн кивĕ шинелĕнчен ачисене пальто çĕлетсе пама ыйтнă, ялти тата çемьери пурнăç çинчен ыйтса пĕлнĕ. Халĕ йывăр пулсан та тỹсме сĕннĕ, малашне пурнăç çăмăлланасси пирки çырнă. Зоя аппан ашшĕ, Илья Тимофеевич Большаков, 1913 çулхи раштав уйăхĕн 23-мĕшĕнче кун çути курнă.1931 çулта Кĕçĕн Елчĕк шкулĕнче вĕренсе тухнă хыççăн Ульяновскри педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. Кунта истори учителĕн специальноçне алла илнĕ вăл. 1934 çултан пуçласа 1943 çулччен Аслă Елчĕк ялĕнче историпе географи вĕрентекенĕнче, директорăн вĕренỹ енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă.1943 çулта виçĕ ача ашшĕне вăрçа илсе кайнă. Вăл вăхăтри ытти чылай çемье евĕр хĕн-асап тỹсеççĕ ашшĕсĕр юлнă ачасем. Илья Тимофеев вĕрентекенре тăрăшнă вăхăтра тавра курăмне аталантарас тĕллевпе сахал мар хаçат-журнал çырăнса илнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче вĕсене Елчĕк пасарĕнче сутса кăштах укçа-тенкĕ тунă Зоя аппан амăшĕ. Пуçтарăннă укçа-тенкипе çемйине тăрантарас тесе пăрçа çăнăхĕ туяннă. Паянхи кун пĕчченех пурăнать Зоя аппа. Аслă пиччĕшĕ Генрих, сусăр çуралнăскер, 1977 çултах çĕре кĕнĕ. Кĕçĕн шăллĕ Володя çитĕнсен Челябинск хулинче ĕçлесе пурăннă, унтах çемье çавăрнă. Вăл та чире пула çамрăклах пурнăçран уйрăлнă. Кил-çуртне тĕреклĕ тытать кинемей, картиш тулли выльăх усрать, çулсерен пахча çимĕç лартса илет. Çирĕп сывлăх та канлĕ ватлăх пултăр ăна.