Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр салтак

07 мая 2011 г.

Паттăр салтак Укăлча умĕнче - çỹллĕ палăк, Йĕркипе ешереç чăрăшсем. Çук. Манмастпăр сире, паттăр халăх, Вăрçăран килеймен салтаксем. Инçете юлчĕç Аттелĕхĕн Аслă вăрçин хăрушă вут-хĕм сапнă çулĕсем. Çĕнтерỹ салючĕ çиçсе çĕкленнĕренпе 66 çул çитет. Анчах Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хỹтĕлесе пуçне хунă салтаксене - Аслă Çĕнтерĕве туптанă паттăрсене - тăван халăх нихăçан та манас çук. Çирĕклĕ Шăхаль ялĕ пит пысăках мар пулсан та 171 çынна ăсатнă ял-йыш фронта. 86-шĕ вĕсенчен яла каялла таврăнайман, çапăçу хирĕсенче выртса юлнă. Çак 86 паттăр салтакран пĕри - Семен Павлович Павлов. Вăрçă пуçланас умĕн вăл, хăйпе пĕр çулхи ытти тантăшĕсем пекех, колхозра ĕçленĕ: суха тунă, тырă акнă, вырнă. Ялти ватă çынсем каланă тăрăх, питĕ çирĕп сывлăхлă, яштака, илемлĕ сăн-питлĕ арçын пулнă вăл. Мăшăрĕпе, Ольга Захаровнăпа, икĕ пĕчĕк ывăлне çитĕнтернĕ, тепĕр ача çураласса кĕтнĕ, телейлĕ пуласлăх çинчен ĕмĕтленнĕ. Анчах хаяр вăрçă татнă вĕсен çутă ĕмĕтне: 1941 çултах тухса кайнă Семен Павлов вăрçă хирне. Чыслă пурнăçланă пирĕн ентеш салтак тивĕçне, çапăçусенче патвар та хăюллă пулнă. 1942 çул пуçламăшĕнче салтак çемйине фронтран Семен Павлов çапăçура йывăр аманнă хыççăн госпитальре вилни çинчен хурлăхлă хыпар килнĕ. Çапла виçĕ пĕчĕк ачапа пĕччен тăрса юлнă салтак арăмĕ. Хуйхă пысăк пулсан та чăтнă, ĕçленĕ, ачасене ỹстерес тесе тăрăшнă. Часах вăрçă та вĕçленнĕ, чĕрĕ юлнă салтаксем тăван яла таврăнма пуçланă. Пĕррехинче Павловсем патне палламан çын килнĕ, хăй хамăр районтанах, Шуршу ялĕнчен иккенне пĕлтернĕ. Мĕн сăлтавпа килнине те каласа панă. Фронтра Семен Павловпа пĕрле пулнине, ентешĕ пĕр хаяр çапăçура йывăр аманнине те хăй куçĕпе курнине каласа парас тесе килнĕ иккен вăл ятарласа. - 1942 çулхи кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче эпир Донецк облаçĕнчи Красноармейск хулине хỹтĕлеттĕмĕр. Фашистсем çине-çинех атакăна çĕкленеççĕ, çỹлтен тăшман самолечĕсем тăхлан çумăрĕпе пĕрĕхеççĕ. Пуçа çĕклеме те май çук, çапах та пĕр утăм та чакмарăмăр. Кунĕ сивĕ, окопра та хỹтĕ мар, ал-урасем шăнса хытнă. Анчах фашистсен автоматчикĕсем тапăнаççĕ те тапăнаççĕ. Акă татах çĕкленчĕç. Харăс персе, пĕр хăрамасăр кĕтсе илтĕмĕр вĕсене. Каллех чакма тиврĕ тăшманăн. Тепринче вара пирĕн çине фашистсен йывăр танкĕ килни курăнчĕ. Гусеницисемпе чăнкăртатса, çĕре чĕтретсе çывхарать пирĕн окопсем патне танк. Тепĕр самантран вăл эпир выртакан окопсем тăрăх кайса пире пурне те лапчăтса тухĕ. Вилĕм сехечĕ çитрĕ иккен... Анчах вилме пỹрмен пире çав кун. Пур иккен пирĕн хушăра чăн-чăн паттăр çын - хăю çитерчĕ вăл танка хирĕç тытăçăва тухма. Кам тетĕр çак паттăр салтак? Семен Павлов - ман ентеш. Куç илмесĕр сăнатпăр эпир, окопра выртакан салтаксем, юлташăн кашни хусканăвне. Шăвать те шăвать Семен... Акă çĕкленчĕ, граната çыххине ывăтрĕ - вут-хĕм хыпса илчĕ фашистсен танкне. Ура! кăшкăрса талпăнтăмăр малалла. Çапăçу пирĕн çĕнтерỹпе вĕçленчĕ. Пурте Семен Павлов ỹкнĕ çĕре васкарăмăр. Вилмен иккен юлташăмăр - пире вилĕмрен çăлса хăварнă хаклă çыннăмăр, сывлать. Алă çинче йăтса кайрăмăр аманнă юлташа медсанбата. Анчах суранĕсем пит йывăр пулнипе çăлса хăварайман ăна унта, госпитальте вилсе кайнă пирĕн юлташăмăр. Пире çăлса хăварчĕ Семен, анчах хăй вилчĕ, - вĕçленĕ калаçăва вăрçăран чĕрĕ таврăннă салтак. Чăн-чăн паттăр çын пулнă пирĕн ялта çуралса ỹснĕ Семен Павлович Павлов. Вăл фашистсен танкне хирĕç çĕкленнĕ. Манмасть ăна ял-йыш, сума сăвать, ун ятне укăлча умĕнче вăрçăран таврăнайман ентешсен ячĕпе лартнă палăк çине çырса хунă. Чыс та мухтав сана, паттăр салтак!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика