Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акана хăвăртлатмалла

04 мая 2011 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Л.Левый Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче, ун хыççăнхи "хĕрỹ точкăсенче" пуçĕсене хунă ентеш летчиксене, халĕ çĕр-шывăн тỹпине хỹтĕлекенсене сума суса лартнă вертолет-палăка уçни мĕнле иртни çинчен каласа пачĕ. Палăка хамăр районта, республикăра çуралса ỹснĕ çар çыннисем тăрăшнипе кỹрсе килнĕ, вырнаçтарса лартнă. Унта районăн пĕр пус укçи те тăкакланман. "Стройэнергосервис" ООО вертолет вырнаçтарнă лаптăка брусчатка сарнă, хăтлăх кĕртнĕ. Халĕ çак тăрăха район центрĕнчи чи хитре вырăн тесе хаклама пулать. Çамрăк мăшăрсем, район тулашĕнче пурăнакан ентешсем Елчĕке килсе кунта пулаççĕ, асăнмалăх сăн ỹкерĕнеççĕ. Н.Миллин çак тăрăха хăтлăх кĕртнĕшĕн "Стройэнергосервис" ООО ертỹçине А.Нягина район администрацийĕн Тав çырăвне парса чыс турĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 66 çул çитнине халалласа ирттерекен ĕçсемпе паллаштарчĕ. Савăнăçлă пухусем, митингсем ялсенче çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче иртеççĕ. Тепĕр кунне район центрĕнче савăнăçлă митинг пулать. Унта Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕсене йыхравлаççĕ. Сывлăхĕ хавшанă ветерансене патшалăх тата муниципалитет службисен работникĕсем килĕсене çитсе уяв ячĕпе саламлаççĕ. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов районти çур аки ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Ĕнерхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене районĕпе 29 процент акнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çак цифрăсем тивĕçтерменнине палăртрĕ. Хăш-пĕр хуçалăхсем ана çине техника кĕреймест тесе акма тăхтаса тăни вырăнсăр. Типнĕ лаптăксене суйласа илсе акмалла. Çак йĕркепе авалтанах ĕçленĕ. Н.Миллин Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн ертỹçине З.Яковлевăна пысăк çитĕнỹпе - 2010 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе Раççейре, Чăваш Республикинче мала тухнă ятпа тав турĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика