04 мая 2011 г.
![Çар вертолечĕ Елчĕке яланлăха Çар вертолечĕ Елчĕке яланлăха](../Home/594//foto/vertolet.gif)
Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ Елчĕк районĕшĕн тепĕр паллă пулăмпа асра юлать. Çуркуннепе Ĕç уявĕ кунĕ районта Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче, тĕрлĕ çулсенчи "хĕрỹ точкăсенче" пуçĕсене хунă тата паянхи кун çĕр-шывăн мирлĕ тỹпине хỹтĕлекен ентеш летчиксене халалласа лартнă палăка - "Улăп" Спорт комплексĕ умне вырнаçтарнă çар вертолетне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Монумента уçассипе çыхăннă митинга район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, çак кун районта пулнă сумлă хăнасем - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ - "Чувашсетьгаз" ОАО, "Газпром Межрегионгаз - Чебоксары" ООО тĕп директорĕ К.Мифтахутдинов, запасри генерал-лейтенант, Раççей Геройĕ Н.Гаврилов, Вăрăмхăва, Кавал, Кивĕ Эйпеç ялĕсенче çуралса ỹснĕ сумлă ентешĕмĕрсем - А.Сайкин генерал-майор, Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйсен Генеральнăй штабĕн полковникĕ В.Теллин, А.Казаков полковник, К.Петров полковник, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕ А.Маурин, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсем, тĕрлĕ çулсенчи "хĕрỹ точкăсенчи" çапăçусенче пулнă ветерансем хутшăнчĕç. Монумента уçассине халалланă митинга район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова уçрĕ. Уяв ячĕпе пуçтарăннисене чи малтанах Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин саламларĕ. - Паянхи уяв тăрăшуллă ĕçпе, çут çанталăк чĕрĕлĕвĕпе савăнса пурăнма хистет. Майăн 1-мĕшĕ районта çулсерен паллă пулăмпа асра юлать: çак кун эпир пĕр-пĕр çĕнĕ объект - ача-пăча площадки, фонтан е кану паркĕ... - хута яраканччĕ. Кăçал та чи илемлĕ вырăнта çар вертолетне уçма пуçтарăнтăмăр. Çар летчикĕсене, пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă çĕр-шыв хỹтĕлевçисене асăнса лартнă палăк çитĕнекен ăрăва, пулас çĕр-шыв хỹтĕлевçисене çарпа патриотизм воспитанийĕ парас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ, - палăртрĕ Николай Петрович. Малалла вăл çак пысăк пĕлтерĕшлĕ палăка района илсе килсе вырнаçтарма пулăшнă Алексей Сайкина, Анатолий Казакова, Николай Гаврилова тата ыттисене тав сăмахĕ каларĕ. Салам сăмахĕсем çумне К.Мифтахутдинов, А.Сайкин, В.Теллин, А.Казаков, Н.Гаврилов тата ыттисем хутшăнчĕç. Н.Гаврилов Елчĕке вырнаçтарнă вертолет республикăра вырнаçтарнă 5 вертолетран çапăçусене хутшăннă пĕртен-пĕр вертолет шутланнине, вăл Афган вăрçи витĕр тухнине пĕлтерчĕ. - Тĕнчери чи пысăк вертолетсенчен пĕри вăл. Маларах çĕр-шыв мăнаçлăхне хỹтĕленĕ пулсан, малашне вăл çамрăксене патриотла воспитани парас, çĕр-шыва юратма тата хỹтĕлеме пулăшас ĕçре пулăшса пырасса шанатпăр, - палăртрĕ Николай Федорович та хăйĕн сăмахĕнче. - Монумента тирпейлĕн упраса тăрасса та шанса тăратпăр. Митинг вăхăтĕнче авиацие чунтан парăннă çар çыннисене "За верность авиации", çар тĕллевĕсене курăмлă пурнăçланăшăн "Слава вертолетчикам" медальсемпе чысларĕç. Ун хыççăн митинга хутшăннисем çĕр-шыва хỹтĕлекенсене ырлăх-сывлăх сунчĕç, çĕр-шыв ырлăхĕпе мирлĕ тỹпешĕн кĕрешсе пуçĕсене хунă паттăрсене чысласа пĕр минут шăп тăчĕç. Уяв вĕçĕнче Елчĕк ра-йон пуçлăхĕ Р.Молодова сăмах илчĕ. Çак пархатарлă ĕçе пурнăçласа пысăк пĕлтерĕшлĕ монумента лартма хутшăннă çынсене амăшĕсен ятĕнчен пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Çар тивĕçне чыслăн пурнăçланисен, мирлĕ тỹпешĕн пуçĕсене хунисен ячĕсене ĕмĕр асра тытса вĕсем пирки çитес ăрусене пĕлтерсе пырасси, çĕр çинче вăрçă ан пултăр тесе тăрăшасси кашнин тĕп тивĕçĕ пулнине палăртрĕ. Курнавăшри Христос çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Анатолий атте вертолета таса шывпа тасатрĕ. Çапăçусенче пуçĕсене хунă паттăрсене чысласа монумент умне чечек кăшăлĕсем хунă май тỹпене уяв салючĕ çĕкленчĕ. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн тата искусство шкулĕн ĕçченĕсен концерчĕ уява хаваслăх кỹчĕ. Хăнасем вара Елчĕкпе паллашса Тĕп лапамра, Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче, Елчĕк шкулĕнче тата ытти вырăнта пулса курчĕç. Елчĕк илемĕпе тата тасалăхĕпе киленнине пытармарĕç вĕсем.
Сăн ỹкерчĕксенче: уяв саманчĕсем.