04 мая 2011 г.
"Комбайн" ЯХПК председателĕ Гурий Иванович Федоров 50 çул тултарчĕ. Гурий Ивановичăн ĕç биографийĕ "Победа" колхозра пуçланнă. 1983-1994 çулсенче вăл 9 комплекслă бригадăна пĕрлештерсе тăнă хуçалăхра тĕп инженер-строитель пулса ĕçленĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче колхоз строительство ĕçĕсене нумай пурнăçланă. Г.Федоров ертсе пынипе производство, социаллă объектсем чылай çĕкленнĕ. Рынок тапхăрĕ "Победа" колхозшăн çăмăл килмен. Тĕрлĕ сăлтавсене пула вăл саланнă. Питтĕпел, Кивĕ Эйпеç, Кавал ялĕсенчи колхозниксем пĕр чăмăра пĕрлешнĕ. Ăна ертсе пыма Гурий Ивановича шанса ял çыннисем пĕрре те йăнăшман. 1994 çулта йĕркеленнĕ "Комбайн" хуçалăх малалла вăй илсе, çирĕпленсе пырать. Халĕ вăл районти чи вăйлă аталаннă производство кооперативĕсенчен пĕри. Кунта выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем, çĕр ĕç культурисем туса илесси çулсерен ỹссе пырать. Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен витесене реконструкци тăвассине, ăратлă выльăхсем туянса çитĕнтерессине, пысăк тухăç паракан ял хуçалăх культурисем туса илессине тĕпе хурса ĕçлет. Çулсеренех çĕнĕ техника, тĕрлĕ оборудовани туянать, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртет. Çакă пĕтĕмпех хуçалăх ертỹçин рынок тапхăрĕнче ĕçлеме пултараслăхĕ пысăк пулни çинчен калать. Ял çыннисем Гурий Ивановича хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Ял хуçалăх производствине аталантарассинчи пысăк çитĕнỹсем тунăшăн Гурий Федорова "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", "Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ят панă, ытти наградăсемпе те чысланă. Хуçалăх ертỹçин яваплăхĕ пысăк. Гурий Иванович Федоров халăх шанăçне тỹрре кăларать. Ăна малашне те ĕçре çитĕнỹсем тума ырă сунатпăр.