04 мая 2011 г.
![Ăста педагог Ăста педагог](../Home/594//foto/fedorova.gif)
Кивĕ Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти ачасене нимĕç чĕлхине 12-мĕш çул вĕрентет Раиса Анатольевна Федорова. Пултаруллă педагог вĕрентекен ачасем районти, республикăри тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсене хастар хутшăнаççĕ. Раиса Анатольевна хăй те ăсталăхне пур енлĕн тĕрĕслет. Чылай конкурс çĕнтерỹçи вăл. Р.Федорова Раççей Президенчĕн 100 пин тенкĕ премине те çĕнсе илнĕ. Воспитани парас ĕçре чунне парса вăй хунăшăн, ачасене ют чĕлхепе тарăн пĕлỹ панăшăн ăна Хисеп грамотисемпе чысланă. Пысăк тавра курăмлă учительница ачасем, ашшĕ-амăшĕ, ял-йыш умĕнче пысăк хисепре. Шкулти, ялти обществăлла ĕçсенче те вăл малтисен ретĕнче.
Сăн ỹкерчĕкре: Р.Федорова учительница.