04 мая 2011 г.
Çут çанталăк... Мĕн-ха вăл çут çанталăк? Çут çанталăк пирĕн йĕри-тавра: эпир куракан хĕвел, уйăх, çăлтăр, пĕлĕт, çĕр, шыв, тусем, сăртсем, çырмасем, ỹсен-тăрансемпе чĕр чунсем, чи вĕтĕ организмсем... Çыншăн тавралăх хăйне майлă "пысăк пỹрт" пулса тăнă. Çак "пỹрт" ăш-чиккинче ăна кирлĕ сывлăш та, шыв та, апат-çимĕç те, ĕç вырăнĕ те, канмалли вырăн та пур. Этемшĕн çут çанталăк тăван амăшĕ вырăнне шутланать. Çавăнпа та этем хăйне пурăнма вăй-хăват паракан çутă та чĕрĕ тавралăха унтан мĕн кирлине илессипе кăна виçме пуçларĕ пулас. Çут çанталăкран унăн мĕн пуррине пăчăртаса-ĕмсе илетпĕр те - каялла вара хамăр нимĕн те парасшăн мар. Юхан шывсем, çăл куçсем типеççĕ, тỹремлĕхсем çырма-çатрана куçаççĕ, ката-вăрмансем хăраççĕ, çĕр пулăхлăхĕ чухăнланать, кайăк-кĕшĕкпе чĕр чун сасси илтĕнме пăрахать. Çынсем ĕлĕк-авалах çут çанталăка хỹтĕлеме кирлине ăнланнă. Çут çанталăка çăлса хăвармасан, этем хăй те çăлăнса юлас çук. Çакна манмалла мар: этем тăвакан йăнăшсене тỹрлетсе пыма çут çанталăкăн вăйĕ çителĕксĕр. Çын тата çут çанталăк пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çут çанталăкри тавралăх мĕн чухлĕ тасарах, çын сывлăхĕ çавăн чухлĕ çирĕпрех. Çĕр мĕн чухлĕ пулăхлăрах, çын пурнăçĕ çавăн чухлĕ пулăхрах та пуянрах. Çĕр çынна сĕткен парса ỹстерет. Тыр-пул, пахча-çимĕç, улма-çырла, сиплĕ шыв-юм, мăйăр-кăмпа, вутă-шанкă - пурте çут çанталăк пурлăхĕ, çынна вăй-хăват паракан ырлăх. Çут çанталăк илемĕ çын чунне çĕклентерсе, хавхалантарса тăрать, канăçлăх кỹрет, хуйха-суйха сирет. Çавăнпа та хамăра пурнăç парса тăракан çут çанталăка пурин те упрамалла, сыхламалла. Хамăрăн çĕр çинчи çак тивĕçе манас марччĕ. Çут çанталăкпа туслă пулсан - хамăра та сăвап пулĕ.