30 апреля 2011 г.
Ĕнер эпир Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунне паллă турăмăр. Ăна 2004 çултанпа паллă тăватпăр. 1992 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Аслă Канашĕ Чăваш патшалăх символĕсем - Гимн, Герб, Ялав - пирки йышăнусем кăларнă. Кăшт маларах вара ятарлă комисси çĕр ытла проектран чи вырăнлă та килĕшỹллĕ Ялавпа Герба - Чăваш халăх художникĕ, чăваш геральдикин никĕслевçи Элли Юрьев сĕннисене - суйласа илнĕ. "Гербра тĕп вырăнта - геральдика щичĕн варринчи пурнăç йывăçĕ. Унăн тымарĕсем - çĕр айĕнче. Пурнăç йывăçĕ виçĕ халăха пĕлтерекен туратсенчен тăрать: тĕп чăвашсем, вулă çывăхĕнчи; хĕрринчи - чăваш диаспорин турачĕ; икĕ çак турат хушшинчи, тымарсем патне çитейменни - Чăваш Енре çак самантра пурăнакан халăхсем. Çапла майпа обществăпа политика лару-тăрăвĕ йĕркеленет. Манăн çак аспекта та Герб символĕнче кăтартас килчĕ", - ăнлантарнă Элли Михайлович. Сăмах май, Элли Юрьев Шупашкар хулин Гербĕн тата Чăваш Ен аталанăвĕпе-чечекленĕвĕпе тачă çыхăннă нумай паллăпа медаль авторĕ те. Республикăра пурăнакансем хамăрăн Ялава - сарă тата йĕпкĕн хĕрлĕ тĕслĕскере - ыттисем хушшинче тỹрех уйăрса илеççĕ. Сарă тĕсе чăваш халăхĕ питĕ килĕштерет, вăл мĕн пур ырлăхпа илеме сăнарланине ĕненет. Йĕпкĕн хĕрлĕ тĕспе халăх эрешĕн тĕп элеменчĕсене тунă. Ялавăн тĕп эмблемине - "Пурнăç йывăçне" - витекен çăлтăра виçĕ хутчен ỹкерни чăвашсен "Эпир пулнă, пур, пулатпăр" ăнлавне палăртать. Чăваш Республикин Гимнĕн авторĕсем - Герман Лебедевпа Илле Тукташ. Патшалăх символĕ ахаль сăнартан, паллăран пĕлтерĕшлĕрех. Вăл пĕтĕм гражданшăн çывăх, кашни çын тĕнчинчи тăван кĕтес, тăван çĕр-шыв, патриотизм, истори, граждан тивĕçлĕхĕ, тăван чĕлхе евĕрлĕ ăнлавпа çыхăннине çирĕплетеççĕ специалистсем.